Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен – çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

07 декабря 2013 г.

Ун хыççăн РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Çар управленийĕн органĕсен çар учетне çÿллĕ шайра йĕркелес тĕллевпе ирттернĕ смотр-конкурсра мала тухнăшăн Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин вымпелне панă çĕре хутшăннă.

Асăннă тупăшăва ирттерме Раççей Правительствин Постановленийĕпе 2006 çулта йышăннă. РФ Оборона министерствин конкурс комиссийĕ 2013 çулхи апрель уйăхĕнче Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем саппасри çар çыннисене мĕнле шута илнине, вĕсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе федераци субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Çак çитĕнÿ республика правительствин, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, администраци пуçлăхĕсен, çар комиссариачĕн пайĕсен кулленхи тăрăшуллă пĕрлехи ĕçĕпе пулнă», – тенĕ А.Линьков генерал-майор. Вăл Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине, «Орленок», «Зарница» çар вăййисем тăтăш ирттернине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова РФ Оборона министерстви ячĕпе алла çыхмалли сехетпе чысланă. Смотр-конкурсра пирĕн республикăри пур ял-хула тăрăхĕсемпе округĕсем хастар хутшăннă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Ставрополь крайĕпе Тамбов облаçĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика