Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лампочка сÿнмест кунĕпе…

07 декабря 2013 г.

Ку вăл – пĕтĕмпех электросчетчикпа çыхăннă пулăм. Унти «бухгалтер» кашни киловата тĕплĕн шута илсе пырать, электроэнергипе усă курнăшăн укçа сумми мĕн чухлĕ пухăннине систерсе цифра хыççăн цифра кăларать. Çавна май электроэнергие май килнĕ таран ытларах перекетлетпĕр те ĕнтĕ.

Шел, урамри электролини юписем çине вырнаçтарнă лампочкăсем пирки çакна калаймăн. Кунашкал лампочкăсене хăш-пĕрисем хăйсен шутĕнченех вырнаçтарнă. Кăна, паллах, мухтамалла кăна. Ара, урамра çав шутра хăйсен килĕ умĕнче те, каçхине çутă пултăр тесе тăрăшаççĕ-çке вĕсем. Хăш-пĕр урамсенче – кăна эпĕ Шăмăршă ял тăрăхĕ пирки калатăп-ха – умлă-хыçлă кашни кил умĕнче лампочкăсем çуннине асăрхама пулать. Икĕ кил урлă кăна лампочка çакни вырăнлăрах пулмастчĕ-ши; (Кунта сăмах нумай хваттерлĕ çуртсем вырнаçнă урамсем пирки пымасть). Кун пек чухне электроэнергишĕн укçа-тенкĕ те самаях перекетленнĕ пулĕччĕ.

Тепĕр чухне электролини юпи çинчи хунар кунĕн-çĕрĕн çутатнине те курма пулать. Кил хуçисем вара ăна сÿнтерме ниепле те ерçеймеççĕ. Ара, вăл килти электросчетчикпа çыхăнман вĕт-ха. Апла пулсан, патшалăх укçи «çунать». «Пирĕншĕн пулсан, икĕ айкки те – тăвайкки», – теççĕ пулмалла вĕсем.

Электрохунарсен тăкакне ял тăрăхĕсен администрацийĕсем саплаштараççĕ. Çав шутра юпасем çинчи лампочкăсем кунĕпех çутатса тăнишĕн те. Ял тăрăхĕн бюджечĕ вара пысăках мар. «Сапламалли шăтăксем» унсăрăн та нумай.

Шутлатăн та тĕлĕнетĕн: кÿр- шĕсенчен те вăтанмаççĕ-ши çакнашкал «ĕçлĕ» çынсем; Мĕн, ал-урасăр-и вĕсем; Лампочкăна сÿнтермелли кнопка çине пусса илме çав териех йывăр-ши;

Кунта чун-чĕре тасалăхĕ пулмалла. Вăл таса пулсан лампочка та кунĕпех çунмĕччĕ, иртен-çÿрен çынсен чĕрине ыраттармĕччĕ.

А.ВАЗАНОВ, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика