Анне! Ку сăмаха ача çуралнă хыççăн пĕр-икĕ çултанах илтме пуçлать. Анчах чăн-чăн анне тивĕçне пурнăçлама ачаран пухнă ăс-пуç, чăтăмлăх, иксĕлми вăй-хал кирлĕ. Ача çуралнă хыççăн амăшĕн пит-куçĕ савăнăçпа, темĕнле халĕччен пулман хаваслăхпа тулать. Çав вăхăтрах ача амăшĕ çак пĕчĕк пепкене мĕнле пăхса ÿстересси çинчен те шутлать, ача хăйĕн амăшĕ умне темĕн чухлĕ ĕç кăларса тăратать. Мĕн кăна тумалла мар-ши унăн; Ăна анне пулнă çын кăна ăнланать. Халăхра çапла каланине час-часах илтме пулать: «Халь ача ÿстересси мĕн вăл; Памперс пур, ачасене çитермеллисем мĕн кăна çук».
Кун пек çăмăллăхсем пулсан та, ача ÿстересси вăл кирек хăш вăхăтра та чи йывăр ĕç шутланать. Çак пархатарлăха ĕçе нимĕнле виçепе те виçме çук. Тем тĕрлĕ ĕç те тăвать ача амăшĕ, ăна каласа та, çырса та пĕтерес çук. Ача амăшĕ вăл килти воспитатель те, вĕрентекен те. Кашни амăшĕ хăйĕн ачине ырра кăна вĕрентет, унăн сывлăхĕшĕн те тăрăшать, ÿссе çитĕнсе, çирĕп ура çине тăччăр тесе, ырми-канми вăй хурать.
Паллах, кунта пурин те пĕр пек пулса тухаймасть, тĕрлĕ сăлтавсем пулма пултараççĕ. Анне вăл хăйĕн ачине чунтан юратать. Вĕсем ÿссе çитĕнсе тахçанах хăйсем те анне, асанне, кукамай пулма ĕлкĕрнĕ пулсан та, вĕсем аннешĕн яланах ачасем.
Мĕнле кăна чăтăмлăх, чун ăшши çитереççĕ-ши нумай ача çуратса ÿстерекен аннесем! Анне ачисем лайăх, телейлĕ пурăнсан чунтан савăнать, çав вăхăтрах хăй çуратса ÿстернĕ ывăл-хĕр тĕрĕс мар çул çине тăнă пулсан чунтан кулянать. Уйрăмах юлашки вăхăтра ĕçкĕпе туслашнă çамрăксем амăшĕсемшĕн – чăн-чăн инкек. Вĕсем пушатнă эрех черккисем амăшĕсен куççулĕпе тулнине ăнланаççĕ-ши çавăн пек ачасем; Амăшĕ пĕрех хăй ачине каçарать, анне чĕри çапла вăл. Анне вăл хăйĕн юлашки сывлăшĕ тухичченех ачисем çинчен шухăшлать. Паянхи кун пек астăватăп анне юлашки кун каланă сăмахсене: «Лайăх килĕштерсе пурăнăр, пĕр-пĕрне ан пăрахăр...» Çапла вăл ĕмĕрлĕхех, куçне хупас умĕн те анне пирĕн çинчен, хăйĕн ачисем çинчен шухăшлать. Ачисем ÿссе çитĕнсе, çемье çавăрса, лайăх пурнăçпа пурăнса аннесене савăнтармалли сăмахсем ытларах тупсан питĕ лайăх. Ку, паллах,ачисенчен нумай килет.
Аннесен пит-куçĕнче ытларах савăнăç шевли вылятăрччĕ. Пире çак çутă тĕнчене парнелекенсенчен – аннесенчен – хакли никам та çук. Хамăн статьяна Ольга Лукова юрăçăн репертуарĕнчи юрăри сăмахĕсемпе вĕçлес килет:
Юратăр аннене чĕрĕ
чух,
Хаклăр ăна пурăннă
чух,
Пулăшăр ăна вăйсăр
чух,
Ăнланăр ăна йывăр
чух.
Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.Шăмăршă ялĕ.