Çак кун Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Геройĕсене, Çвяттуй Георгий орденĕн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене чыслаççĕ.
Юлашки вăхăтра çамрăксене патриотла воспитани парасси, патшалăх политикин тĕп приоритечĕ пулса тăчĕ. Общество пĕрлĕхĕнче патриот туйăмĕ яланах тĕпре пулмалла.
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Паттăрсен кунне уявласси йăлана кĕчĕ. Хамăр районти ентешсене: Виталий Урукова, Олег Долгова, Валерий Кузнецова, Владимир Михайлова, тата Владислав Митрофанова халалласа черетлĕ мероприяти иртрĕ. Сăмахран, Виталий Урукова асăнса, районта йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту ирттереççĕ. Валерий Кузнецов ячĕпе Пуянкасси ял тăрăхĕнче футбол турнирĕ, Раççей Геройĕ Олег Долгова халалласа патриотикăлла юрăсен фестивалĕ иртет.
Кĕске сăмах каласа мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ. Вăл Тăван çĕр-шыва юратма, пулас салтаксене Герой ятне илнĕ ентешсем пек пулма сĕнчĕ. Çак сăмахсене каланă хыççăн, паттăрсене асăнса, залра ларакансем ура çинче пĕр минут шăп тăчĕ.
Музыка тăхтавĕсем вăхăтĕнче Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн вокал ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Татьяна Яковлева) чуна пырса тивекен илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. «Антонина» ташă ушкăнĕ те хăйĕн илемлĕ хускануллă ташшисемпе илĕртрĕ. Мероприятие вĕçлесе 6 класри кадетсен хорĕ патриотла юрăсемпе залра ларакан пурин кăмăлне те хумхантарчĕ. Вăл вăхăтри самантсем куç умне тухса тăнăн туйăнчĕ. Уяв программине район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрă- кĕсен политикин пайĕн методисчĕ Эллина Филипповăпа Владимир Мартынов учитель кашнийĕн кăмăлне каймалла ăста ертсе пычĕç.
Сăмах май, çак кунсенче районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче те патриотла воспитание аталантарса класс сехечĕсем, экскурсисем, тĕл пулусем, «Эпир астăватпăр, эпир мухтанатпăр» патриот урокĕсем йĕркеленĕ. Унта вĕренекенсем тантăшĕсене Аслă Аттелĕх вăрçинче пулнă хăйсен кукашшĕ-кукамăшĕсем çинчен каласа панă.
Ачана çирĕп воспитани парасси пĕчĕкренех çемьерен пуçланать. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшне пăхса ÿсеççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Шкулта вара вĕсене ырă кăмăллă пулма, тус-юлташа хисеплеме, Тăван çĕр-шыва, атте-аннене юратма вĕрентеççĕ. Паллах, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсене унти музей пысăк пулăшу кÿрет. Кунта ачасем тĕрлĕ стендсемпе (ветерансем пирки) паллашма пултараççĕ. Афганистанта тата ытти «вĕри точкăсенче» пулнă паттăрсене асра тытса 9-11 классемпе шкул музейĕнче экскурси ирттернĕ. Ку вăрçăсен историйĕ, шел пулин те çук, ун çинчен çырса хăварман. Анчах та çак вăрçăра пулнă свидетельсем пур, вĕсем пинĕ-пинĕпех. Апла пулсан пирĕн çак хастар Геройсене манас марччĕ, вĕсене яланах асра тытасчĕ!
Л.ГОРДЕЕВА.