Çак видеоканашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.
Çынсемшĕн меллĕ нумай функциллĕ центрсем туса хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ задача пулнине палăртнă Раççейĕн Премьер-министрĕ. «Пирĕн граждансене тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çÿресе справкăсем, документсем çыртарса илессинчен хăтармалла пирĕн»,– тенĕ Дмитрий Медведев.
Раççей Федерацийĕнче декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай функциллĕ 848 центр ĕçлет. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле Раççейре пурăнакансен 90 проценчĕн «пĕр чÿрече» принципĕпе ĕçлекен пулăшупа усă курма пуçлĕ. «Документсем йышăнакан, паракан пĕрлехи пункт кашни хула округĕнче тата муниципалитетра пулмалла. Çак центрсене лайăх пахалăхлă çыхăну каналĕсемпе хальхи информаци системисемпе тивĕçтермелле. Çак задачăна эпир стратегилле пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр», – палăртнă РФ Правительствин Председателĕ.
2013 çулта нумай функциллĕ центрсен сетьне малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен регионсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче пынине, ку тĕлĕшпе Мускавпа, Чулхула тата Калуга облаçĕсемпе тан тăнине асăннă РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Олег Фомичев хăйĕн докладĕнче.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 601 номерлĕ Указне пурнăçланă май, Чăваш Республикинче нумай функциллĕ центрсем 116 единица пулмалла. 2013 çулта 10 уйăхра çак центрсен пулăшăвĕпе республикăра пурĕ 162 пин çын ытла усă курнă.
Нумай функциллĕ центрсен сечĕ малалла аталанса пынă май, 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăри модельлĕ никĕслĕ 120 библиотека ял çыннисене «пĕр чÿрече» принципĕпе пулăшу пама пуçланă. Çак çул вĕçне ялсенче тата 112 «йышăну чÿречи» уçма палăртнă.
Хальлĕхе патшалăхăн тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центр Шăмăршă районĕнче 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Унăн ĕç-хĕлне Лидия Сергеевна Угарина йĕркелесе пырать. Унта – 3 «йышăну чÿречи». Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 78 çын тĕрлĕ ыйтусемпе пулăшу илнĕ.
Çак центрпа пĕр вăхăтрах Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă тата Васан ял тăрăхĕсен модельлĕ библиотекисенче те «йышăну чÿречисем» ĕçлеме тытăннă. Вĕсем уçăлнăранпа ял çыннисенчен 44 заявлени йышăннă, вĕсене муниципаллă пулăшу парас тĕлĕшпе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă.
2013 çул вĕçлениччен районти нумай функциллĕ центрта – вăл район администрацийĕн çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă – тата тепĕр «йышăну чÿречи» уçма палăртнă. Кунсăр пуçне Пуянкасси, Палтиел тата Анат Чаткас ял тăрăхĕсен модельлĕ библиотекисем çумĕнче те çакнашкал «чÿречесем» пулаççĕ.