Сахăр шайĕ тÿрех, кĕтмен çĕртен ÿссе каймасть. Эндокринологсем асăрхаттарса калаççĕ: енчен те эсир хĕрĕхрен иртнĕ пулсан, врач кабинетне килсе тĕрĕслев витĕр тухма тăрăшăр! Сирĕн паян диабет çук пулсан, вăл тепĕр çулах е икĕ çултан палăрас хăрушлăх пĕчĕкех мар.
Ÿт виçи ÿссе кайни иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ патне илсе пыма пултарать. Çавна май мăнтăрланса каясран сыхланмалла. Ÿт хушас хăрушлăх пулсан пысăк калориллĕ апат çимелле мар.
Диабетпа чирлисенчен хăш- пĕрисем диета печенине çиме юратаççĕ: унта калорисем çук, теççĕ. Çакнашкал печенире углеводсем сахал-и вара; Енчен те сире 0,5 процентлă çу шайĕллĕ сĕт кăна ĕçме сĕннĕ пулсан, 20 процентлă хăйма çиессинчен пăрăнмалла. Салат çине хĕвел çаврăнăш çăвне ытлă-çитлĕ сапмалла-ши тата; Çакнашкал çура холестерин çук тетĕр-и; Калорисем вара; Ÿт-виçи пысăк пулсан çавăн пекех вăлчаран, консервран та пăрăнма тăрăшмалла.
Диабет чирĕллĕ çынсенчен хăш-пĕрне тахçанах инсулин çырса панă пулсан та, вĕсем врач хушăвне пурнăçлама васкамаççĕ. «Сахăр шайĕ – 10-15 ммоль пулни мĕн вăл; –шутлаççĕ çакнашкал çынсем. – Çирĕме çитсен пуçлăп-ха». Анчах та иккĕмĕш типлă диабетăн хăш-пĕр тапхăрĕнче çынна инсулин сывлăш пекех кирлĕ! Сахăр шайĕ 20 ммоле çитни питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Кун пек чухне суккăр юлма та пултарать. Ыттисемпе танлаштарсан, диабетпа чирлисен инфаркт 4 хут ытларах пулать.
Статьяна вĕçленĕ май, çакна калас килет. Диабет чирĕнчен сыхланас тесен, вăтам çулсенчи çынсен эндокринолог патĕнче пулма, сывлăха тĕрĕслеттерме тăрăшмалла. Чир пуçланнă пулсан врач хушăвне çирĕп пурнăçламалла.
Н.Петрова, врач-эндокринолог.