Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх – хамăр алăра

11 декабря 2013 г.

Сывлăх – хамăр алăра

Пĕвере сиенленĕ хыççăн В вирус вăраха кайнă гепатит е пĕвер циррозĕн чирĕсене пуçарать.

Раççейре 5 миллиона яхăн В гепатит вирусĕллĕ çын пурăнать. Ку чир уйрăмах 15 çултисенчен пуçласа 29 çул таранчченхи çамрăксем хушшинче сарăлнă. Чир ертнисенчен кашни виççĕмĕшĕ вирус çакланни пирки пĕлмест. Вирус гепатичĕсене пула тĕнчере кашни çулах миллиона яхăн çын вилет. Вируслă гепатитран сыхланса пурăнма йывăрах мар. Пĕрремĕшĕнчен, ÿт-пĕве яланах тасалăхра тытмалла. Иккĕмĕшĕнчен, сипленнĕ вăхăтра стерилизациленĕ е пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла. Виççĕмĕшĕнчен, В гепатита хирĕç прививка тутармалла ( çитĕннисене те, ачасене те). Ятарлă вакцина организма вирус лекесрен шанчăклă хÿтĕлесе тăрать.

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, халăха В гепатитран хÿтĕлес тĕллевпе, районти ялсенче прививка тутарма май пур. Вакцинацие 3 тапхăрпа туса ирттереççĕ. Пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăн 1 уйăх тăхтаса тăмалла. Иккĕмĕш прививка хыççăн виççĕмĕшне 5 уйăхран кăна тумалла. Профилактика мероприятийĕ-сене активлă хутшăнни, палăртнă тапхăрсенче В гепатитран прививкăсем тутарни хамăршăнах лайăх пулĕ. Медицина работникĕсем каланине вăхăтра пурнăçлани хăрушă чиртен сыхланма май парĕ.

Н.Ильина, врач-терапевт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика