Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын чунпа илемлĕ

11 декабря 2013 г.

Çын чунпа илемлĕ

Тус-тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вĕсемпе пĕрле вылянă, пахчара ĕçленĕ, колхоз ĕçĕсене те хутшăннă. Сисĕнмесĕрех хĕр çулне те çитнĕ. 1977 çулта Çĕрпÿри çĕвĕçсене хатĕрлекен профтехучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Шăмăршăра, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра пĕр хушă çĕвĕçре вăй хунă.

Турă çырни те сисĕнмесĕрех хапха умне килсе чарăннă. Галина Николай Андреевăн мăшăрĕ пулса тăнă. Телейлĕ çемьере йыш хушăнса пынă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ, Тамара, нумаях пулмасть çемье çавăрчĕ, вăталăххи, Алина, амăшне килти ĕçсене тума пулăшать. Толик ывăлĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Ачисем пурте маттур, пур енĕпе те ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ.

Тĕрлĕ ĕçпе çыхăннă Г.Андрееван пурнăçĕ: шкулта та ĕçленĕ, ача садĕнче те ултă çула яхăн воспитателе пулăшаканĕ пулнă. «Правда» колхозра «Искра» заводăн филиалĕнче те темиçе çул хушши тăрăшнă. 1997 çултанпа вăл тăван ялта ял хуçалăх предприятийĕнче техслужащи пулса ĕçлет.

Ялта пурăнакан хĕрарăм валли ĕç тупăнсах тăрать. Ир пуçласа каçченех канăç çук: кил-çурта тирпейлемелле, апат пĕçермелле, ĕнине сумалла, ĕçе те чупмалла. Г.Андреева пĕтĕмпех ĕлкĕрсе пырать.

Мăшăрĕ, Николай Анатольевич, чаплă купăсçă. Вĕсем иккĕшĕ те «Аххаяс» фольклор ушкăнне хаваспах çÿреççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе ял халăхне савăнтараççĕ. Н.Андреев сăмахран, кăçал Шупашкарта халăх инструменчĕсемпе калакансен фестиваль-конкурсĕн Дипломне илме тивĕçнĕ. Малашне те ăна Турă панине аталантарса нумай-нумай çул хушши хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле çак коллективпа çÿрессе шанатпăр.

Çурхи шыв пек çулсем юхсан та,

Ватăлма ан пĕл эс нихăçан.

Чĕрÿнте яланах хĕвел култăр

Ырă кăмăлу пек тап-тасан.

Çак йĕркесемпе Галина Михайловнăна юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика