Факела йăтса чупакансем хушшинче И.Музыкантова та пур.
– Ирина Анатольевна, чи малтанах хăвăрпа кĕскен паллаштараймăр-ши;
– Темех каламалли çук – çамрăк-ха. Хальхи вăхăтра эпĕ Шупашкарти трактор тăвакансен Культура керменĕ çумĕнчи «Суварята» халăх ташшисен ансамблĕн балетмейстерĕ.
– Сире те факел шанса пани ахальтен мар пулĕ-ха;
– Спортпа искусство пĕр тăвансем тесех калас килет манăн. Спортран аякра тăрсан илемлĕх тĕнчинче те ÿсĕмсем тăваймăн. Эпĕ хам та сывă пурнăç йĕркине тытса пыратăп.
– Апла, Сирĕн пурнăçăрпа ĕçĕр-хĕлĕр тĕллевĕ Олимп никĕсĕн пуянлăхĕпе, традицийĕсемпе те çыхăннă;
– Олимп вăййисемпе çыхăннă манăн тĕп тĕллевсем – çĕнелсе улшăнни, хисеп туни, туслăх. Хам вĕрентекен ачасене те çакăн çинчен тăтăш аса илтеретĕп.
– Эппин, Сире эстафетăна хутшăнма хатĕр тесен те юрать;
– Чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хĕллехи Олимп вăййисем уçăличчен те нумай юлмарĕ вĕт. Олимп çулăмĕн çулĕ пирĕн республикăран малалла, ытти регионсене выртĕ.
– Факел Сирĕн аллăра куçсан...
– Манран телейлĕ çын пулмĕ. Ку – чăннипех те асамлă, яваплă та ĕмĕр асра юлмалли самант. Хама эстафетăна хутшăнма суйласа илнишĕн чăннипех савăнатăп.
– Ирина Анатольевна, эпир халех Сирĕн аллăрти факела куратпăр пек...
– Ман алăра вăл сÿнмĕ, çынсен чун-чĕрисене вут хыптарса тата вăйлăрах, çуттăнрах çунĕ, ялкăшĕ.
В.НИКОЛАЕВ ыйтса пĕлнĕ.