Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрăшсене сыхлар

14 декабря 2013 г.

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе кашни çулах «Чăрăшсене çăласчĕ» акци иртет. Чĕрĕ чăрăшсем вырăнне искусстволлисемпе улăштарсан лайăхрах пулмĕ-ши; Вĕсемпе темиçе çул та усă курма пулать-çке.

Наци паркĕ час-часах усăллă мероприятисем йĕркелет: электронлă презентацисем, тĕрлĕ йышши выставкăсем, тĕл пулусем, чăрăшсен конкурсĕсем тата ытти те. Унта ачасем аслисемпе пĕрле Çĕнĕ çул букечĕсем, чăрăш çине çакма теттесем ăсталаççĕ. Уяв йăли- йĕркипе те паллашаççĕ.

Фантазие аталантаракансем «Проявить фантазию слабо;» конкурсра хутшăнма пултараççĕ. Унта вĕсене хăйсем ăсталанă чăрăшсемпе паллаштарма май пулĕ. Çак конкурса курма килнĕ хăнасем конкурссантсен ĕçĕсемпе «Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕнче» пăхса киленме пултарĕç.

Апла пулсан çак мероприяти çут çанталăкшăн та, çыншăн та усăллă пулĕ тесе шанатпăр.

С.ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн халăха экологи пĕлĕвĕ паракан пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика