Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Георгиевски балра – иккĕмĕш

14 декабря 2013 г.

Георгиевски балра – иккĕмĕш

Ырă йăлана тĕпе хурса кадетсен балне çулленех Раççей Федерацийĕнчи Çар мухтавĕн кунĕнче, декабрĕн 9-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Унта кадет класĕллĕ пур шкулсем те хутшăнаççĕ. 2013 çулта вара бал «регионсем хушшинчи» статус илнĕ, мĕншĕн тесен унта пирĕн хисеплĕ кÿршĕмĕрсем – Тутарстан Республикинчи кадетсем те хутшăннă.

Уяв программине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич кадетсен класĕсен воспитанникĕсем ытти вĕренекенсене пур енĕпе те – вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче ырă тĕслĕх кăтартса тăнине, Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулса çитĕннине палăртрĕ.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕл&¨ паракан вăтам шкулти кадетсемшĕн тата вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн Георгиевски бал тахçантанпах кĕтнĕ тата нихçан манăçми пулăм. Яшсемпе хĕрсем бал ташшин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ, костюмсемпе бал кĕписем çĕлеттернĕ.

Пирĕн кадетсем çак балра хăйсене çÿллĕ шайра кăтартма тăрăшрĕç. Малтанах кадетсем пурте, пĕрин хыççăн тепри ташăсен программипе паллаштарчĕç, мăшăрăн-мăшăрăн, килĕшÿллĕ хусканусем туса вальс юхăмĕнче «ишрĕç». Ирĕклĕ программăра вара вĕсем актер ăсталăхне те, бал темипе çыхăннă интереслĕ композицисем те кăтартрĕç.

Уяв пуриншĕн те питĕ интереслĕ иртрĕ, кадетсем бал кăтартăвĕсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Часах пурте кĕтнĕ самант та çитрĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти 8 «б» класри кадетсем «Ирĕклĕ композици» номинацире саккăрмĕш классем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илни палăрчĕ. Маттур эсир, Шăмăршă кадечĕсем!

Кадетсен регионсем хушшинчи Георгиевски бал валли лайăх программа тăратнăшăн, призерсем хатĕрленĕшĕн кадет класĕн ертÿçине А.Яковлевана тата хореографа В.Кузьминана – Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политики министерствин Грамотине парса чысланă.

В.Хорькова.

¨

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика