Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх Канашне янă Çыру

18 декабря 2013 г.


Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче иртнĕ Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан власть органĕсен ертÿçисем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци ведомствисен территорири органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пухăнчĕç. Çырăва вуланине Интернетра, телевиденипе курма тата радиопа он-лайн мелĕпе итлеме май пулчĕ.

Хăйĕн сăмахĕн пуçламăшĕнчех Михаил Игнатьев республикăри патшалăх влаçĕн органĕсен тухăçлăхпа уçăмлăха тĕпе хурса ĕçлемеллине каларĕ. Çавăн пекех Çырура экономика аталанăвĕн Стратегийĕ, сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăхĕ тата республика тулашĕнче ĕçлекен арçынсене çемьене тавăрасси, çурт-йĕр строительстви, пурăнмалли вырăнсене тирпей-илемпе хăтлăх кÿресси пирки сăмах пычĕ. Вĕренÿ тытăмĕ пирки каланă май Михаил Васильевич чи лайăх шкулсем çинчен асăнчĕ тата ача сачĕсенчи черетсем пĕтсе пынине, çамрăксене патриотизмла воспитани панă май республикăра кадетсен корпусне йĕркелемеллине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ спортпа, инвестици политикипе, пулăшупа тивĕçтермелли сфера пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ.

"Пултаруллă ĕçлесен, килĕшÿпе тăнăçлăха, ăнланулăха упраса пырсан çеç хамăр республикăна илемлĕрех тата пуянрах тума пултарăпăр", – тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне Михаил Игнатьев.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика