Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет ыйтăвĕсемпе

18 декабря 2013 г.

Канашлура Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсем мĕнле пурнăçланса пынине тишкернĕ.

Çакна палăртмалла: Чăваш Республикинче консолидаци бюджечĕн харпăрлăх тупăшĕ 2013 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тата декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 108 процентпа танлашнă. Асăннă тапхăрсенче Чăваш Ен бюджет профицечĕпе Тутар Республикипе Самар облаçĕ хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 2013 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7531,6 миллион тенкĕ пулнă. 2013 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан парăм 2676,9 миллион тенкĕ чакнă. Ку тĕлĕшпе пирĕн республика пиллĕкмĕш вырăн йышăнать.

Чăваш Республики рынок хутшăнăвĕсен тĕрлĕ инструменчĕсемпе усă курать. 2011 çултан пуçласа, икĕ çулхи тăхтав хыççăн, республика патшалăх облигацийĕсене рынок фондне хывассине çĕнĕрен йĕркелесе янă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин патшалăхăн хаклă хучĕсен рынокри çаврăнăшĕ 3500 миллион тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех, 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен бюджетпа социаллă сфера отраслĕсенче эффективлă усă курас тĕлĕшпе палăрнă. Сăмахран, шкул çулне çитмен вĕренÿ учрежденийĕсенче 1 педагогика ĕçченĕ пуçне ачасен хисепĕ 9,9 единицăпа (Раççей Федерацийĕнче – 7,5 единица, Атăлçи федераци округĕнче – 9,3 единица), пĕр педагог пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем 10,7 единицăпа танлашнă. Хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче вара пĕр педагог пуçне ачасен единици 25,9 пулнă, пуçламăш професси паракан учрежденисенче – 19,7 единица, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем (1000 çын пуçне) – 4,6 единица, халăха социаллă пулăшу паракан учрежденийĕсенче – 2,8 единица. Вăтам кăтартуран пĕчĕкрех тĕслĕх пĕрре кăна – вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче пĕр педагогика ĕçченĕ пуçне вĕренекенсен 7,1 единици пулнă.

Çакна та палăртса хăвармалла: 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республики, Атăлçи федераци округĕн ытти регионĕсемпе танлаштарсан, уйăхри вăтам ĕç укçи енĕпе чи сахалли пулнă (уйăха 25,26 пин тенкĕ). Çав вăхăтрах патшалăхăн пĕр служащине тытса тăма çулталăкра 510 пин тенкĕ кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика