Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Путинпа тĕл пулнă

18 декабря 2013 г.

Путинпа тĕл пулнă

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ делегатсем конференцин пĕрремĕш кунĕнче çавра сĕтелсем хушшинче «РФ Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсем мĕнле пурнăçланни» темăпа иртнĕ дискуссисене хутшăннă. Иккĕмĕш кунĕнче делегатсем Владимир Путин Президентпа тĕл пулнă, 4 сехете яхăн тăсăлнă ĕç форумĕнче пуçтарăннисем вĕренÿпе, медицинăпа, социаллă миграци политикипе, ял хуçалăхĕнчи, ЖКХ тата банк сферинчи лару-тăрупа, патшалăха ертсе пырассипе, чиновниксемпе граждансен хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Форума пурĕ 3 пин ытла çын хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн членĕсемсĕр пуçне унта федераци министрĕсене, культурăпа искусство деятелĕсене, Президентăн шаннă çыннисене тата ытти представительсене йыхравланă.

Калаçу вăхăтĕнче Владимир Владимирович &¸ивĕч ыйтусемпе саккун проекчĕсем хатĕрлеме, хăш-пĕр самантсене çуллен Федераци Пухăвне яракан Çырура палăртма шантарнă.

Президент халăх фрончĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри халăхпа влаç хушшинчи çыхăнăва çывăхлатасси, халăх палăртакан тĕллевсене влаç патне кĕске вăхăтра илсе çитерме пулăшасси, влаçа пахалăхлăрах ĕçлеме хистесси пулнине палăртнă.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика