Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр кăмăллă юлчĕ

21 декабря 2013 г.

Министр кăмăллă юлчĕ

Чи малтанах министр Виçпÿрт Шăмăрша çитсе курчĕ. Ку ахальтен мар: шăпах çак кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, ялта сĕт йышăнакан пункт уçăлчĕ.

Çак пункт Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн черетлĕ пиллĕкмĕш филиалĕ шутланать. Завод директорĕн çумĕ И.Волков палăртнă тăрăх, асăннă филиала йĕркелеме, оборудовани туянса вырнаçтарма 14 миллион тенке яхăн кайнă. Пыра-киле тăкак ытлашшипех саплашăнмалла.

Мĕнле ĕçсем пурнăçлĕ-ха сĕт йышăнакан пункт; Çакă ун ятĕнченех паллă: районти тĕрлĕ харпăрлăхри тата килти хушма хуçалăхсенчен сĕт пуçтарасси. Ялсене кулленех тăватă УАЗ автомашина тухса çÿрĕ, пухăннă сĕте кунта илсе çитерĕ. Ăна вара çийĕнчех стерилизацилесе сивĕтеççĕ, çакăн хыççăн продукци ятарлă централизациленĕ автомашинăпа Вăрнара ăсанать. Шăмăршăсен сĕтне малалла шăпах унта ĕçе кĕртĕç. Асăннă пункт талăкра 22 тонна таран сĕт йышăнма пултарать.

Министра сĕте миçе тенкĕпе пухни те кăсăклантарчĕ. Усламçăсемпе танлаштарсан, хака пĕчĕк теме çук – пĕр литрĕ 21 тенкĕ. Çакăн хыççăн халĕччен сĕте вунă тенкĕрен кăштах кăна ытларахпа сутнă пулсан, ял çыннисен малашне хăйсен продукцине кама сĕнмелли пирки иккĕленÿ пулас çук пек туйăнать. Пĕр шутласан, çакă хуçалăхсемпе уйрăм çынсемшĕн те, филиалшăн та усăллă, пĕлтерĕшлĕ.

Çакнашкал ыйту та пулчĕ: хăш-пĕр ялсем аякра вырнаçнă. Çакă сĕт хакне витĕм кÿмĕ-и; Çук, куншăн пачах та пăшăрханма кирлĕ мар – вăл улшăнмĕ, çаплипех юлĕ.

Ялта сĕт йышăнакан пункт уçăлни çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме те пулăшнă. Халĕ кунта сĕт йышăнакан икĕ çын, икĕ лаборант ĕçлеççĕ, водительсем – тăваттăн.

Министр Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн Виçпÿрт Шăмăршăри филиалĕ малалла тулли хăватпа ĕçлесе каясса шаннине палăртрĕ.

Çакăн хыççăн С.Павлов «Исток» сахал яваплă обществăри реконструкцилесе çĕнетнĕ сурăх фермине, «Сувар» пĕрлешÿри ăратлă лашасем усрамалли реконструкциленĕ фермăна çитсе курчĕ, «А.К.Хлюкин» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче инвестици проекчĕпе 100 ĕне усрамалăх витене реконструкцилес, техника хатĕрĕсемпе, оборудованипе тивĕçтерес ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ, хăй ку енĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика