Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнтăр – пурнăçу ăнтăр

21 декабря 2013 г.

Хăнтăр – пурнăçу ăнтăр

Хăшĕсем хăнтăра çăткăн теме те пăхаççĕ. Анчах çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть, вăл ытларах ÿсен тăрансемпе тăранса пурăнать. Чи юратнă апачĕсем: ăвăс, йăмра, çирĕк, тирĕк йывăçĕсен хупписем. Çыран хĕрринчи йывăçсене кăшласа тÿнтереççĕ, вĕсен татăкĕсене хăйсен шăтăкĕсем патне сĕтĕреççĕ. Хăнтăр хăмăша та тиркесе тăмасть, çинçерех туналлă йывăçсене пĕрре çыртсах татать.

Хăнтăр – чĕр чунсенчен чи паллă «çурт-йĕр ăсти». Вăл тĕрлĕрен шăтăк, канав чавать, «пÿрт» (хата) тăвать, плотинасем пĕвелет.

Хăнтăрсем икĕ-виçĕ çултан ĕрчеме пуçлаççĕ, вĕсен 3-5 çура пулать. Икĕ эрнеренех çурасем шывра ишме тытăнаççĕ, ултă эрнерен йывăçсене кăшлама пикенеççĕ. Сăнанă тăрăх, çурасем çемьере икĕ çул таранах пурăнаççĕ. Хăнтăрсен ĕмĕрĕ кĕскех мар – 30 çул таранах.

Çак чĕр чунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Каçхине, апатланма тухсан, вĕсене кашкăрсемпе йытăсем тапăнма пултараççĕ, çурисене тилĕсем, тăманасем сыхласа кăна тăраççĕ тейĕн.

Çут çанталăка сăнакансемпе тĕпчекенсем палăртнă тăрăх, 1951 çулччен пирĕн республикăра хăнтăрсем пачах та пурăнман тесе çирĕплетеççĕ. Вĕсене Беларуçрен илсе килнĕ-мĕн. Чăваш Республикинчи сунар хуçалăхĕн управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, халĕ вĕсен йышĕ самаях иккен.

Ку тĕлĕшпе пирĕн районта, уйрăмах «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха;

Нумаях пулмасть парк территорийĕнче хăнтăрсен кĕрхи шутлавне вĕçлерĕмĕр, территори урлă юхса иртекен юхан шывсемпе çырмасен участокĕсенче (73,8 километр) тĕрĕслевсем ирттертĕмĕр.

Учета методика рекомендацийĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ, хăнтăрсем хĕл каçакан вырăнсене, апат запасĕсене, плотинасемпе пÿрчĕсене (хатисене), вĕсем йывăçсене кăшланă çĕнĕ паллăсемпе йĕрсене, сукмаксемпе тухса çÿрекен яланхи вырăнсене палăртнă.

Шутлав вăхăтĕнче хăнтăрсем тĕпленнĕ 35 тăрăха шута илнĕ: Упамса çырми тăрăх – 10 (30 чĕр чун), Шурă Паснара – 8 (12 чĕр чун), Хура Пасна тăрăх – 7 (28 чĕр чун), Хырла тăрăх – 5 (15 чĕр чун), Агафоновка тăрăх – 2 (7 чĕр чун), Чипер Çырма тăрăх – 1 (8 чĕр чун), Тюкинка тăрăх – 1 (3 чĕр чун).

Хырла, Хура Пасна, Чипер Çырма, Тюкинка юхан шывĕсенче, юхăм вăйлах мар вырăнсенче, хăнтăрсем плотинасем тăваççĕ. Шурă Паснапа Агафоновкăра вара хăнтăрсем плотинасем туса чăрманмаççĕ, ытларах çыран хĕррисенче шăтăксем чаваççĕ.

Хальхи вăхăтра «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн территорийĕ-нче 106 хăнтăр пурăнни паллă. Танлаштарса пăхма: 2007 çулта вĕсем 95 пулнă, 2009 çулта – 181.

Хăнтăрсем пурăнакан вырăнсем (поселенисем) сахалланни вĕсем пĕрлешсе пысăкланнипе çыхăннипе сăлтавламалла пулĕ – пÿлсе картланă çырмасенчи шыв хăйĕн яланхи юппипе юхмасть, çавна май вĕсен таврашĕнчи çĕр шурлăхланать.

С.ИЛЬИН, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн патшалăхĕн аслă инспекторĕ.

p

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика