Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе

25 декабря 2013 г.


Кĕçех шкулсенче, ача сачĕсенче, культура учрежденийĕсенче уяв мероприятийĕсем пуçланĕç. Çакнашкал вырăнсенче пиротехника хатĕрĕсемпе, уçă çулăмпа, нормăсемпе килĕшсе тăман тĕрлĕ электроприборсемпе тата хатĕрсемпе усă курма юрамасть. В.Никифоров çавăн пекех тĕрлĕрен организацисенче те уявсене кĕтсе илсе ирттерсе ярассине çирĕп тĕрĕслесе тăма кирли çинче чарăнса тăнă.

Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ урамсене, çурт-йĕр таврашĕсемпе çул-йĕрсене, пушар тухас пулсан шыв илме пымалли вырăнсене юртан тасатса тăрас, çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатас ыйтусене те хускатнă.

Çавăн пекех, Патăрьел полицийĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ С.Агеев Çĕнĕ çул уявĕсенче терроризмран асăрханас мероприятисем çинчен каласа панă. Планпа килĕшÿллĕн полици сотрудникĕсем уяв иртекен вырăнсене, вĕсенче сирпĕнме пултаракан хатĕрсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ, ача сачĕсемпе шкулсен директорĕсемпе, культура учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, персоналпа инструктажсем ирттернĕ, инкек сиксе тухсан мĕн тумалли пирки каласа ăнлантарнă.

Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен» Закон мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне çакнашкал 75 участок йĕркеленĕ, çĕр илес текенсен учетне нумай ачаллă 63 çемьене тăратнă. 60 çемьене çĕр сертификачĕ панă.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ çулталăка укçа-тенкĕ енчен ăнăçлă вĕçлес ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика