Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар хули Олимп çулăмĕн уявне хатĕрленет

25 декабря 2013 г.

Çак кунсенче хулари Ленин районĕн администрацийĕнче предприяти-организаци ертÿçисемпе канашлу иртнĕ. Унта вĕсене эстафета маршручĕпе, Шупашкар хула администрацийĕн автомобильсене тата общество транспорчĕсене вăхăтлăха çÿреме чарасси çинчен тата эстафета маршручĕн уйрăмлăхĕсене пăхса тухнă. Уява хатĕрленсе хула урамĕсене илемлетме тытăннă, эстафета çывхарнине пĕлтерекен ятарлă баннерсем вырнаçтарнă.

Декабрĕн 27-мĕшĕнче хулари чылай предприяти-организаци ĕçченĕсене канма ирĕк панă. Çак тĕллевпех çул çине автомобильсĕр тухма ыйтаççĕ, çавăнпах Шупашкарта çуран çÿремелли кун тесе пĕлтернĕ. Чукун çул вокзалĕ-нче 12 сехетре старт илекен эстафета уявĕ 20 сехетре кăна вĕçленĕ, хулан çурçĕр-хĕвел анăç районне çитичченех тăсăлĕ. Унăн маршрутне тепĕр хут аса илтеретпĕр: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен лапамĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕ-сем, Хĕрлĕ Лапам, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпÿ урамĕ-сем (тĕплĕнрех хула администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать). Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ – чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменĕ патне çитиччен; иккĕмĕшĕ: ЧПУ – Хĕрлĕ лапам, унта уяв 17.30 сехетре пуçланать; виççĕмĕшĕ: Хĕрлĕ лапам – «Олимпийский» стадион, уяв 18 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика