Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă çурт-йĕр пурне те кирлĕ

25 декабря 2013 г.

2013 çулта Чăваш Республикинче авариллĕ çуртсенче пурăнакансене 2013-2017 çулсенчи тапхăрта хăтлă хваттерсене куçармалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Шăмăршăра виçĕ хваттер туяннă (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 187,12 тăваткал метр) тата 16 хваттерлĕ çĕнĕ çурт туса пĕтерсе хута янă (540 тăваткал метр).

Çак ĕçсене пурнăçлама 18,5 миллион тенкĕ укçа кайнă. «Строитель плюс» ООО пĕтĕм ĕçсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама тăрăшрĕ. Çĕнĕ çул умĕн çынсем çĕнĕ хваттер уççисене илчĕç те ĕнтĕ.

Хваттерсем ку чухнехи санитари нормисене пĕтĕмпех тивĕçтереççĕ, вĕсенче мĕн пур условисем çителĕклĕ.

Анчах та çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест.

М.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче 2018 çул тĕлне ишĕлекен çурт-йĕр фондне пĕтерме палăртнă тени те пур. Çакнашкал çурт-йĕр хальлĕхе 634,36 тăваткал метр шутланать. 2018 çул тĕлне 46 çемьене, 120 çынна çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1256,99 тăваткал метртан кая мар пулĕ.

Тăлăх ачасене те манăçа хăварман – вĕсем валли тĕрлĕ ялсенче темиçе хăтлă çурт çĕклесе лартнă.

2011 çултан пуçласа нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли программа пурнăçланать. Кăçал кăна район центрĕнчи тăватă çурт йĕри-таврашне, картишне тĕпрен юсанă, «Чувашавтодор» пĕрлешÿ 1 миллион та 566 пин тенкĕлĕх 1721 тăваткал метр юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Çырура ăшă, шыв парса тăрас тата юхтарса кăларас, газпа, электричествăпа тивĕçтерес енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен хакĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта улшăнманни çинчен те каланă. Пĕр сăмахпа, хаксем пирĕн районта 2012 çулхи декабрь уйăхĕнчи шайрах юлчĕç темелле.

Пĕр сăмахпа, çырура палăртнă тăрăх, хăтлă çурт-йĕр тăвассине аталантарни урлă граждансем мĕн пур категорине туянма юрăхлă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăхăн çурт-йĕр политикин стратеги тĕллевĕ тесе пĕлтернипе пĕтĕмпех килĕшес килет. Халăх пурнăçне лайăхлатас тесен, çапла пулмалла та.

Н.ГОЛОВИНСКИЙ, район администрацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика