Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче пирĕн республикăра «Раççей регионĕсем – стабилизацирен аталану патнелле» ятпа Шупашкарти VI экономика форумĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 27 субъектĕнчи ĕç тăвакан органсемпе организацисен тата урăх патшалăхсен (Белорусси, Великобритани, Израиль, Инди, Тунис, Украина, Чехи тата Словени) представителĕсем, Раççейри экономика аталанăвĕн, Раççейри Вĕренÿпе наука, Раççейри Ял хуçалăх министерствисен ĕçченĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, промышленниксемпе предпринимательсем, банкирсемпе финансистсем тата ыттисем хутшăннă.
Форумра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Пĕтĕм Раççейри «Деловая Россия» обществăлла организаци хушшинче килĕшÿ çырнă. Унпа килĕшÿллĕн, промышленноç территорийĕсем туса хурассипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçассипе çыхăннă инвестици проекчĕсене пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех «Экологи аталанăвĕн технологийĕсем» технологи платформипе пĕрле ĕçлес енĕпе те килĕшÿ тунă. Кунсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери IFC финанс корпорацийĕпе (МФК) ача сачĕсем тăвас тĕлĕшпе кредит договорĕ çине алă пусни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Июнĕн 21-23-мĕшĕсенче иртнĕ Регионсем хушшинчи XX курав («Регионсем – пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси») Раççей Федерацийĕн 13 субъектĕнчи тата Италири 228 организаци представителĕсене пуçтарнă. Куравра республикăра пурăнакансем тата хăнасем – пурĕ 60 пин çын ытла – йышлă пулнă. Форум ĕçĕн кăтартăвĕсенчен пĕри – Шупашкарта технологисемпе инновацисене пурнăçа кĕртме пулăшакан центр уçасси пирки йышăну туни. Хальлĕхе çакнашкал Центр Санкт-Петербургра кăна-ха. Форумра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ- пе «РусГидро» ОАОпа 2012-2016 çулсенчи тапхăрта пĕрле ĕçлесси пирки те килĕшÿ çырнă. Унпа килĕшÿллĕн Шупашкар ГЭСне тата ыттине реконструкцилеме тата модернизацилеме 1 миллиард та 30 миллион тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Лукойл – Волганефтепродукт» ОООпа килĕшÿ туни те питĕ вырăнлă. «СУОР» компанисен ушкăнĕпе Перекет банкĕ хушшинче тунă килĕшÿ Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайонти строительство валли 2 миллиард тенкĕлĕх кредит явăçтарма май парать. Пĕтĕмĕшле илсен, куравпа форум ĕçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх пурĕ 3,5 миллиард ытла тенкĕлĕх килĕшÿсемпе договорсем çырса хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ профильлĕ министерствăсене хуçалăх субъекчĕ-сенче обязательствăсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма хушнă.
Республика кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне ирттерни хулашăн паллă событи пулса юлнă. Июнĕн 23–24-мĕшĕсенче Шупашкарта пурăнакансем тата хăнасем фейерверксен илемĕпе туллин киленнĕ. Çак фестивальте Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Белорусси тата Украина командисем хутшăннă. Шупашкарти «ПИРОСНАБ–ПОВОЛЖЬЕ» ООО «Фейерверксен шоу-программине ăнăçлă кăтартнăшăн» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивале – вăл çирĕм пĕрмĕш хут иртнĕ – Раççейри 29 регионтан пурĕ 700 çын хутшăннă. Республика уявне килнисене 30 ытла коллектив илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарнă.
Шăмăршă районĕнчен çак фестивале Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор коллективĕ, Кивĕ Чукалти арçынсемпе хĕрарăмсен вокал ушкăнĕ, Ярăславри Тихоновсен çемье ансамблĕ хутшăннă. Вĕсен художество номерĕсене пурте ăшшăн йышăннă.
Июнĕн 24–25-мĕшĕсенче «Акконд-агрофирма» ЗАОра «Уй-хир кунĕ-2013» ятпа иртнĕ республика куравне Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх техникине туса кăларакансем, вăрлăхсемпе, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе, минераллă удобренисемпе тивĕçтерекенсем хутшăннă.
Июнĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски ялĕнче строительство керамикин завочĕ хута кайнă. «Кетра» завод – тулашĕнчен илемлетмелли Европа пахалăхĕллĕ кирпĕчсем туса кăларакан республикăри пĕртен-пĕр предприяти.
Июнĕн 15-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче сменăра 200 тонна сĕте ĕçе кĕртекен завод уçăлнă. Талăкра предприяти оборудованийĕ витĕр 500 тонна таран сĕт тухма пултарать.
Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ-нче Раççейри тĕрлĕ регионсенчен, Украинăпа Белоруссирен, хамăр республикăри хуласемпе районсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе солистсем уява илем кÿнĕ. Юнашарах «Хуралтăсем» те пулнă. Вĕсенче республикăри хуласемпе районсен йăли-йĕркипе, ал ĕç ăсталăхĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн район йăли-йĕркине Акатуйра Васан ял тăрăхĕн фольклор ушкăнĕ кăтартнă. Халăха юрă-ташăпа савăнтарнисĕр пуçне çак коллектив чăвашсем авăн çапнине, тырă савăрнине те сăнласа панă. Сăмах май, уяври «Хуралтăсенче» ытти наци халăхĕсен – тутарсен, ирçесен, çармăссен, вырăссен йăли-йĕркипе те паллаштарнă.
Иккĕмĕш вырăн
Августăн 18-мĕшĕнче, Шупашкар кунне халалласа, уçă сывлăшра 28 пин çын ытла ирхи зарядка тунă. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем упражненисен комплексне пурнăçланă. Хулара пурăнакансем, спорт уявне пынă хăнасем хуть хăш ÿсĕмре те спортпа туслă пурăнма май пуррине çирĕ-плетсе панă.
Хĕрлĕ площадьре, Виктор Логинов артист ертсе пынă ирхи зарядкăра пирĕн районти çамрăксен ушкăнĕ те пулнă.
Виççĕмĕш вырăн
Физкультурăпа спорта малалла аталантарас енĕпе Чăваш Республикине «Раççей регионĕ» номинацире Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх субъект тесе йышăннă. Çак номинацире лауреат ятне илессишĕн Раççейри 82 субъект кĕрешнĕ. Декабрĕн 16-мĕшĕнче Мускавра ИТАР-ТАСС пресс – центрĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çĕнтерÿçĕ Кубокне парса чысланă.
Тăваттăмĕш вырăн
Çар учетне йĕркелес тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен управлени органĕсем ирттерекен конкурсра федераци субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăна тухнă. «Çак çитĕнÿ республика Правительствин, муниципалитетсен, администраци пуçлăхĕсен, çар комиссариачĕн пайĕсен ĕçĕн курăмлă кăтартăвĕ. Пархатарлă ĕçшĕн эпĕ сире Тĕп çар округăн командующийĕн ятĕнчен тав сăмахĕсем калатăп», – тенĕ округăн йĕркелÿпе мобилизаци управленийĕн штабĕн начальникĕ А.Линьков генерал-майор.
Пиллĕкмĕш вырăн
Пĕтĕм Раççейри çамрăксен спорт туризмĕн фестивалĕнче Чăваш Ен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 25 дистанци витĕр тухса пирĕн спортсменсем 16 – пĕрремĕш, 4 – иккĕмĕш тата 1 – виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.
Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри çамрăксен фестивалĕ, унти ăмăртусем тата спорт туризмĕн конференцийĕ кăçал Сочи хулинче октябрĕн 1–6-мĕшĕсенче иртнĕ.
Улттăмĕш вырăн
Чăваш наци конгресĕн октябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ отчетпа суйлав съезчĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн 26 субъектĕнчен килнĕ делегатсемпе хисеплĕ хăнасем хутшăннă. Кунсăр пуçне хăнасем Белоруссирен, Казахстанран, Украинăран, Францирен тата Эстонирен те пулнă. Съездра Чăваш наци конгресĕн управленипе тĕрĕслев органĕсен çĕнĕ йышне суйласа хăварнă (4 çуллăха). ЧНК Президенчĕ пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова суйланă.