Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене –шăккалат

28 декабря 2013 г.

Çакнашкал девизпа лайăх капăрлатса илемлетнĕ ятарлă ешчĕксене ялсенчи магазинсене вырнаçтарнă. Вĕсене Çĕнĕ çул умĕн çынсем ачасем валли шăккалат плитки е ытти пылак çимĕç хума пултарчĕç. Уйăхлăх хушшинче «Шăмăршă коопторгĕ» сахал яваплă пĕрлешÿре 400 ытла шăккалат плиткипе икĕ килограмм ытларах пылак çимĕç пухăннă.

Çак кунсенче асăннă пĕрлешÿ директорĕн çумĕ З.Тукаева пухăннă кучченеçсене савăнăçлă лару-тăрура районти халăха социаллă пулăшу паракан пай ертÿçине Н.Ендиерова тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçине П.Фомина панă.

Комисси йышăннă тăрăх, Çĕнĕ çул кучченеçĕсене районти йывăр лару-тăрури çемьесенчи 32 ача илĕ.

– Ачасем Çĕнĕ çулта тĕлĕнтермĕшсене, хăйсен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе шанаççĕ,– палăртнă Н.Ендиеров, парнесемшĕн тав тунă май. – Хĕл Мучи кучченеçне вара кашниех чăтăмсăррăн кĕтет.

П.Фомин та çак шухăшах палăртнă, акцие хутшăннă кашни çыннах чĕререн тав тунă.

Б.МИШКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика