Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕн «çутатрĕ» сăваплă «çăлтăр»

11 января 2014 г.

Илемлĕн «çутатрĕ» сăваплă «çăлтăр»

Яланхи пекех, калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие курма килекенсем нумайăн пулчĕç: пысăк залра ларма та, тăма та вырăн пулмарĕ. Апла пулсан, çак фестивальсем тивĕçлĕ шайра иртеççĕ: халăх вĕсене юратса çÿрет. Культура аталанăвĕн центрĕн специалисчĕсем, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсем «Раштав çăлтăрне» илемлĕн «ялкăштарма» тăрăшни, чиркÿсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсен тата ытти творчество коллективĕсен ертÿçисем программăна интереслĕ тата лайăх пахалăхпа хатĕрлени тÿрех курăнать.

Кĕске сăмах каласа сăваплă мероприятие Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн секретарĕ Александр атте уçрĕ. Вăл хăйĕн тата Феодор епископ ятĕнчен пурне те Раштав праçникĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Пирĕн чун-чĕрере, йĕри-таврашра яланах Таса сывлăш хуçалантăр. Пĕрне-пĕри пулăшар, ыттисене хамăрăн ырă ĕçĕмĕрсемпе савăнтарар», – терĕ Александр иерей. Ун çумне хутшăнса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, Шăмăршăпа Патăрьел округĕсен благочиннăйĕ-сем Николайпа Сергий протоиерейсем залра ларакансене пысăк уяв ячĕпе саламларĕç, тивлетлĕ пурнăçпапурăнма ăнăçу сунчĕç.

Фестиваль программине Шăмăршă районĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем пуçларĕç. Шăмăршăри «Христос çурални», Ярăславри «Кĕтмен савăнăç», Кивĕ Шăмăршăри «Турă Амăшĕн Хусанти иконĕ», Палтиелĕнчи «Михаил Архангел» ячĕллĕ чиркÿсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсен творчество ушкăнĕсем, Палтиелĕнчи Т.Долгова солистка-вокалистка, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн хорĕ, кунти преподавательсен «Каприс» вокал ансамблĕ, «Антонина» тата «Фламинго» ташă коллективĕсем, райцентрти «Сказка», «Ромашка» ача сачĕсен воспитанникĕсем, Шăмăршăри вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем тата Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти хĕрачасен вокал ансамблĕ куракансене Раштав уявĕн темипе çыхăннă хитре юрăсемпе, килĕшÿллĕ ташăсемпе, литературăпа кĕвĕ композийĕсемпе, интереслĕ сценкăсемпе савăнтарчĕç.

Концерт программине малалла патăрьелсем тăсрĕç. Патăрьелĕнчи, Аслă Арапуçĕнчи, Турханти, Аслă Чементи, Туçари, Çĕнĕ Ахпÿртри, Пăлаçи Тăрăнти чиркÿсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсен пултарулăх коллективĕсен художество номерĕсене те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç.

Фестивале хутшăннă ачасенчен кашнинех священниксем Раштав кучченеçĕ парса хисеплерĕç.

Концерт программине Т.Яковлевапа А.Львова пурин кăмăлне те каймалла ертсе пычĕç, пĕрлех Христос çуралнине сăнлакан сăвăсене те чуна пырса тивмелле вуларĕç.

Илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисене Александр атте епархин Грамотипе чысларĕ.

Сăваплă мероприятие вĕçлесе, залра ларакансен чун-чĕрине ачаш туйăмсем тата çĕнĕ вăй-хăват кÿрсе, ăшри таса ĕненĕве çирĕплетсе священниксен ушкăнĕ Раштав тропарьне юрласа пачĕ.

И.Ананьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика