Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

11 января 2014 г.

Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

Темиçе çул каялла Любимовсем предприниматель ĕçне пуçăнчĕç. Тÿрех каламалла: ăшă чун-чĕреллĕ çынсен ĕçĕ ăнăçса пырать. Тÿрĕ кăмăллă препринимательсене пурте хисеплеççĕ. Январĕн 9-мĕшĕнче Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнче Любимовсем хуçалăх таварĕсем сутакан икĕ хутлă пысăк лавкка уçрĕç.

«Кудесник» лавккана халăх ир-ирех йышлăн килме пуçларĕ. Лавкка умĕнчех Шупашкартан килнĕ «Янташ» ушкăн халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Çĕнĕ лавкка уçнă ятпа Любимовсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕ, халăха хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтерсе тăрас ĕçре малашне те ăнăçу сунчĕ. «Янташ» ушкăн ертÿçи А.Никитин та предпринимательсене ăнăçу сунса ăшă сăмахсем каларĕ.

– Пирĕн тĕп тĕллев – халăха кирлĕ тата çынсен кăмăлне хакĕпе те, пахалăхĕпе те тивĕçтерекен таварсем кÿрсе килесси, – терĕ В.Любимов. – Çакăншăн ĕçлетпĕр тата тăрăшатпăр.

Çĕнĕ лавккара çынсем хуçалăх таварĕсене хапăл тусах туянчĕç. Тĕрлĕ таварсене сентресем çине курăмлăн та тирпейлĕн вырнаçтарса тухнă. Сутуçăсем те кăмăллăн калаçаççĕ, кирлĕ тавара суйласа илме пулăшаççĕ. Çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем туса пани те Любимовсене чыс кÿрет.

Ф.КУЗНЕЦОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика