Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем, маттуррисем

11 января 2014 г.

Чи вăйлисем, маттуррисем

Уявăн хăйне евĕр символĕ те çук мар: Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланиччен шутлă кунсем &¸еç юлчĕç темелле. Йĕлтĕрçĕсене ăнăçлă старт суннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков та çакăн çинченех аса илтерчĕ.

Кирек мĕнле ăмăртусем те яланах çивĕч кĕрешÿре иртеççĕ – кашниех çĕнтерÿшĕн ăнтăлать, хăйĕн командине черетлĕ очкосем кÿме тăрăшать.

Эстафетăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен командисем пуçларĕç. Спорт тени çапла ĕнтĕ вăл: лидерсем кашни тапхăртах улшăнса пыраççĕ. Ăнăçлăх вара финиша кам маларах çитнинчен нумай килет. Çĕнтерÿçĕсен йышне хальхинче шăмăршăсемпе карапайшăмăршăсен пĕрремĕшпе иккĕмĕш командисем кĕчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем те, çулĕсемпе кĕçĕнрех пулнине пăхмасăр, аслисенчен юлас темерĕç: хĕрÿ кĕрешÿре чи маттурисемпе вăйлисем – Анат Чаткас, Васан тата Патирек командисем.

Ялсенче те физкультурăпа спортпа туслашакансен йышĕ ÿссех пырать. Хальхинче те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрас кăмăллисем сахалах мар пулчĕç. Ялсен поселенийĕсен командисенчен эстафетăна Шăмăршă, Анат Чаткаспа Карапай Шăмăршă спортсменĕсем чи малтан вĕçлерĕç. Предприятисемпе организацисенчен вара «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн, районти тĕп больницăн йĕлтĕрçисемпе танлашакансем пулмарĕç.

Б.Мишкин.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика