Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян та юратса вулаççĕ

11 января 2014 г.

Çак йĕркесен авторĕ – вырăссен паллă писателĕ Даниил Александрович Гранин. Вăл çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Писатель хăйĕн малтанхи произведенийĕсене 1949 çулта пичетлеме тытăннă. Унăн хайлавĕсен тĕп темисем – реализм, наукăпа техника пултарулăхĕн поэзийĕ. Çакăнта çыравçă техника пĕлĕвĕ илни те пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Д.Гранин произведенийĕсенче наука туртăмĕ палăрать. Унăн геройĕсем – ученăйсем, çĕнĕлĕхшĕн çунакан çынсем. Вĕсен хушшинче карьеристсемпе бюрократсем те çук мар.

Писатель хайлавĕсем тахçанах халăхра анлăн сарăлнă. Вĕсемшĕн библиотекăсенче черете тăни те нумай пулнă. Пĕр сăмахпа, унăн кĕнекисем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман.

Паллă çыравçăн кĕнекисемпе Шăмăршă ял тăрăхĕн централизациленĕ библиотекинче те паллашма пулать. Кунта унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа паракан ытти литература та пур. Эпир сире яланах хапăл.

И.Тимофеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика