Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канчĕç, савăнчĕç

15 января 2014 г.

Канчĕç, савăнчĕç

Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен кашни ялпа паççулккăн уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрленĕ программăна пур çĕрте те ăшшăн йышăнчĕç.

Ачасен «Антонина» халăх ташĕ коллективĕ ял çыннисене Çĕнĕ çул тематикипе çыхăннă илемлĕ ташăсемпе, А.Петрова солистка çепĕç юрă-такмакпа, халăх театрĕн артисчĕсем В.Львова, Т.Давыдовапа А.Нефедова кулăшла сценкăсемпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ сăнарсен костюмĕсене тăхăннă библиотекарьсем ял çыннисемпе тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç.

Шоу-программа ял çыннисене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем культура ĕçченĕсемпе пĕрле юрларĕç-ташларĕç, вăйăсемпе конкурссене те хаваспах хутшăнчĕç. Уяв концерчĕ уйрăмах ачасемшĕн асра юлать. Юр пике вĕсене пылак çимĕçсемпе сăйларĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Вазанов тата вырăнти старостăсем ял çыннисене Çĕнĕ çулта çĕнĕ кăмăл-туйăмпа пурăнма, ырă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.

А. ПЕТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика