Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЭКпа – маршрут таксийĕсенче

18 января 2014 г.

Çул çÿревшĕн УЭК е транспорт карттин пулăшăвĕпе тÿлес тесен ăна ятарлă терминал çумне çеç тытмалла. Çак хатĕр чек парать, унта çул çÿрев хакне, вăхăта, датăна, маршрут номерне тата харпăр счет çинче мĕн чухлĕ укçа юлнине кăтартаççĕ.

Аса илтеретпĕр: 2013 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен регионсенчен чи малтисенчен пĕри УЭКăн транспорт хушăмне ĕçе кĕртнĕ. Тĕрĕслев ăнăçлă иртни проекта палăртнă вăхăтран та маларах пурнăçламашкăн пуçлама май панă. Чăваш Енре транспортра электрон мелпе тÿлеме май пултăр тесе малтан транспорт картти – электрон енчĕк – кăларнă. Ăна УЭК валли платформа хатĕрлес тата проекта ытлашши чăрмавсемсĕр кĕрсе каяс тесе шухăшласа тупнă. Çул çÿревшĕн УЭК па усă курса троллейбусра, автобусра тата хуласен хушшинчи рейссенче тÿлеме пулать.

Чăваш Енре УЭКăн федерацин икĕ – идентификаци (СНИЛС тата ОМС) тата банк, регионăн пĕр (транспорт) хушăмĕсем ĕçлеççĕ. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа электрон мелпе алă пуснине кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать (карт-ридер урлă).

Чăваш Енре пурăнакансем январь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне карттă илес тĕллевпе 14,3 пин заявлени çырнă, 2,8 пинĕшĕ унпа усă курать те ĕнтĕ.

И.БЕЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика