– Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне эпĕ вун иккĕри ача пулнă, – каласа пачĕ ĕçпе тыл ветеранĕ П.Севрюгин. – Хаяр вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчен пуçласах вăй питти арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатма пуçларĕç. Колхоз правленийĕ умĕнче куллен хĕрарăмсем, ачасем йĕни илтĕнсе тăратчĕ. Гитлеровецсен лайăх хĕç-пăшалланнă тата моторизациленĕ çарĕсем пирĕн çĕр-шыва пысăк хăвăртлăхпа шалтан-шала кĕрсе пынă. 1941 çулхи кĕр кунĕсенче вĕсем Мускав патнех çывхарнă. Пирĕн çарсем тăшманпа паттăррăн çапăçса каялла чакнă. Фронта кайнă арçынсен каялла тăван яла таврăнас шанăç питĕ сахал пулнă...
1942 çулта Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 6 класĕнчен вĕренсе тухсан Петя пĕтĕмпех тăван ялти – Патирекри «Искра» колхозăн ĕçне к&¨лĕннĕ. Вăл юлташĕсемпе пĕрле лаша е вăкăр кÿлсе суха кассине тăнă, уй-хире тислĕк тăкнă, утă-улăм турттарнă, тырă кĕлтисене йĕтеме леçнĕ.
– Манпа юнашар иккĕмĕш бригадăра Михаил Емельянов, Валентинпа Владимир Авксентьевсем, Николай Тихонов, Геннадий Федоров, Валентин Чугунов тата Михаил Тукмаков вăй хуратчĕç, – аса илет Петр Петрович.– Иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен выçăллă тутăллă ĕçлесен те эпир нăйкăшман: хамăр фронтшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçленине лайăх ăнланаттăмăр.
Петьăн ашшĕне, Петр Митрофановича, инвалид пулнă май, фронта илмен. Вăл колхозра счетоводра ĕçленĕ. Амăшĕ, Екатерина Нестеровна, конюхра тăрăшнă. Хĕл кунĕсенче Петя амăшне лашасем пăхма пулăшнă, сысна фермине ĕçлеме çÿренĕ. Çуркунне вара юлташĕсемпе пĕрле лаша е вăкăр кÿлсе уй-хирте тар тăкнă.
– Çимелли тата тумланмалли пулманнипе ман евĕр шкула çÿреймен ачасем нумайччĕ ялта, – хăйĕн калаçăвне малалла тăсать П.Севрюгин. – Колхозра ĕçлекенсен хырăм тутă пулнă. Ĕçленĕшĕн кăштах тырă та, çăнăх та уйăрнă. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех колхозниксене кăнтăрла çăнăх шÿрпи пĕçерсе çитернĕ, пĕрер чĕлĕ кăпăшка ыраш çăкăрĕ валеçнĕ. Аттепе анне мана малалла вĕрентме тăрăшрĕç. Эпĕ хам та 7 класс пĕтерсе свидетельство илме ĕмĕтленеттĕм. 1944 çулхи октябрьте, уй-хирти ĕçсене вĕçлесен, эпĕ çĕнĕрен Палтиел шкулне çÿреме тытăнтăм.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ– Аслă Çĕнтерÿ кунĕ – ĕмĕрлĕхех асра юлнине те асăнчĕ хисеплĕ ветеран. Палтиел шкулĕнчи ачасене çав кун пурне те линейкăна тăратнă, учительсем вĕсене пирĕн çарсем Германие çĕнтерни, вăрçă пĕтни çинчен пĕлтернĕ.
– 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва систермесĕр тапăнса кĕнĕ вăхăтра эпĕ, саккăрти хĕр ача, Васанти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă пулнă, – сасартăк капланса килнĕ куççульне шăлса хутшăнчĕ пирĕн калаçăва кил хуçин мăшăрĕ Анастасия Никифоровна. – Аттене вăрçа ăсатни халĕ те куç умĕнчех тăрать. «Мĕнле йывăр пулсан та ĕнене ан сут, Аниççе, &∓‐ терĕ вăл аннене лав çине ларас умĕн. – Унсăрăн тăватă ачана ÿстерме йывăр пулĕ...»
«Куншăн ан пăшăрхан, Микихвер, – хуравларĕ анне,– куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса. – Ĕне яланах пирĕн картишĕнчех пулĕ. Каялла таврăнма çулу такăр пултăр. Яланах Турăпа пĕрле çÿре..»
Сентябрьте ачасем тÿрех вĕренĕве пуçăнайман. Вĕсене, çав шутра иккĕмĕшсене те, уй-хире пучахсем пуçтарма янă. Ĕç кунĕ вĕçленсен арçын ачасем кĕсьесене, хĕр ачасем саппун çине хурса киле пучахсем илсе килнĕ.
– Анне Саша тетепе иксĕмĕр уй-хиртен илсе килнĕ пучахсене валашкара тукмакпа тĕветчĕ, алапа сăвăрса тасататчĕ. Эпир вара тырра алă арманĕпе çавăрса кĕрпе тăваттăмăр. Çак ырă шăршăллă кĕрперен анне тутлă яшка е пăтă пĕçерсе паратчĕ. Колхоз ĕçĕ хыççăн, каçа хирĕç, уй-хире çемйипех пучах пуçтарма кайнă тĕслĕхсем те нумай пулнă. Паллах, паха тырра хĕл валли те хăварнă, – тет Наçтук аппа.
Тепĕр икĕ çултанах, каникул кунĕсенче, вуннăри Наçтук алла çурла тытса, каçалăк пуçне амăшĕпе юнашар тăрса тырă вырнă. Тул çутăлнă-çутăлман ĕçе пуçăннă та колхозниксем, хĕвел аничченех çурлана алран яман. Çакăншăн хĕрарăмсене куллен 500 грамм, ачасене 300 грамм ыраш çăнăхĕ панă. Ытти ачасемпе пĕрле лаша кÿлсе йĕтеме кĕлтесем турттарнă Саша киле куллен çур çăкăра яхăн илсе килнĕ. Ырă кăмăллă та яваплăха туякан вун виççĕри яш кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче çăнăх ш&¨рпине кăна сыпнă, хăйне тивĕçекен çăкăра каçхине килте пилĕк пая – амăшĕ, виçĕ йăмăкĕ тата хăй валли уйăрнă. Чи кĕçĕн йăмăкĕсем – Тарьепе Вера ун чухне пиллĕк-улттăра кăна пулнă. Кăпăшка çăкăр тата кăпăкланса тăракан ăшă сĕт çемьешĕн чи тутлă çимĕçсем шутланнă. Мăшăрĕ хушнă пекех, кил хуçи арăмĕ ĕнене тĕрĕс-тĕкел усранă, ачисемпе пĕрле ун валли ытлă-çитлĕ утă хатĕрленĕ. Паха сĕте ĕне усрама вăй çитереймен ытти çынсене те панă.
– Вăрçă чарăннă çул, июль уйăхĕнче, вырма умĕн эпир тантăшсемпе пĕрле йĕтем тасатма кайнăччĕ,– аса илет Анастасия Никифоровна. – Кил умне çывхараспа пирĕн хапха умĕнче çынсем пуçтарăнса тăнине куртăм.
«Атте салтакран килнĕ! &‐ чупса килчĕç мана хирĕç саккăрти тата тăххăрти йăмăкăмсем. – Малтанласа атте пире палласа та илеймерĕ». Тарьепе Вера аллисенче – эпĕ халĕччен курман çимĕçсем: шоколадпа сыр татăкĕсем... Аттене, пилотка, медальсемлĕ гимнастерка тăхăннăскере, пÿрте кĕрсенех ыталаса илтĕм. Иксĕмĕрĕн те куçран куççуль шăпăртатрĕ. Савăнăç куççулĕ пулчĕ вăл.
Çĕнтерÿ хыççăнхи çулсенче
П.Севрюгин малалла та тăван колхозрах ĕçленĕ. Икĕ çул Елчĕкри крахмал заводĕнче тăрăшнă. 1950 çулхи апрельте йĕкĕте унтанах çар службине кайма повестка панă.
Çамрăк салтаксенчен чи пултаруллисене полк шкулне вĕренме янă. Çак йышра Патирек йĕкĕчĕ те пулнă. 6 уйăхран кĕçĕн сержант званийĕ илсен П.Севрюгина 84 миллиметрлă миномет расчечĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Унăн расчетĕнчи минометчиксем батарейăра çирĕп дисциплинăпа, хăйсене Тăван çĕр-шыв шанса панă хĕç-пăшалпа çар вĕренĕвĕсенче туллин усă курма, «тăшман точкисене» кĕске вăхăтрах аркатма пултарнипе палăрса тăнă. Çакăншăн расчет командирне чаç командованийĕ темиçе хутчен те Тав çырăвĕпе тата Грамотăпа чысланă. П.Севрюгина тепĕр çултан тата хăватлăрах хĕç-пăшал – 120 миллиметрлă миномет расчечĕн командирĕн должноçне куçарнă.
1953 çулхи ноябрьте тăван яла – Патиреке таврăнсан запасри сержант «Искра» колхозра счетовод-кассирта ĕçлеме пуçланă.
– Вăрçă хыççăнхи çулсенче те пурнăç çăмăлах марччĕ, – пĕлтерет Анастасия Никифоровна. – Пирĕн атте Васанта столяр ăсталăхĕпе палăрса тăратчĕ. Вăл «Гвардеец» колхоз бригадисем валли урапа-çуна, кустăрмасем ăсталатчĕ. Çакăншăн правлени çемьене тырă, çăнăх, утă-улăм паратчĕ. Кил картинче яланах йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă.
Сидоровсем хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Ачасем выльăхсем пăхма та, утă хатĕрлеме те пулăшнă.
7 класс пĕтерсен Наçтук колхозра уй-хир бригадинчех вăй хунă. Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер, лаша кÿлсе фермăна утă-улăм та, йĕтеме кĕлтесем те турттарнă. Çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе пынă. Ĕçчен те сăпайлă хĕр çине ял каччисем те пăхкалама пуçланă. Анчах Наçтук хăй валли Турă çырнине кĕтнĕ, никампа та «туслăх кĕперне» хывма васкаман. Мĕнле калас, шăпа пÿрни алăк умнех килет, теççĕ. Наçтукпа та çаплах пулса тухнă...
Алла-аллăн– пурнăç çулĕпе
Петр Севрюгин Васан йĕкĕчĕпе – Александр Сидоровпа пĕрле службăра тăнă. Виçĕ çул çурă пĕр батарейăрах салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă йĕкĕтсем. Салтакра пулнă çынсем лайăх ăнланаççĕ: службăра пĕрле пиçĕхнĕ юлташсем кайран пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ, хĕлĕн-çăвăн атăпа ç&¨ренĕ çулсенчи интереслĕ пулăмсем пирки аса илеççĕ. 1954 çулхи февральте П.Севрюгин Васана – Саша патне хăнана кайнă. Сĕтел хушшинче юлташĕпе калаçса ларнă хушăра пÿрте урамран умлă-хыçлă виçĕ хĕр кĕрсе тăнă.
– Петя, паллаш: манăн йăмăкăмсем – Наçтук, Вера тата Тарье, – тенĕ ура çине тăрса службăри юлташĕ.
– Петр Севрюгин, Патирек ялĕнчен, – хĕрсен аллисене кăмăллăн чăмăртанă сарă çÿçлĕ йĕкĕт.
– Службăра пĕрле пулнă эпир, питĕ лайăх йĕкĕт, – сăмах хушнă хĕрсен тетĕшĕ. – Салтакра командир пулнă вăл, халĕ «Искра» колхозра счетовод пулса ĕçлет.
Икĕ хĕр питĕ çамрăк курăннă. Асли вара, Наçтук, каччă чĕрине тÿрех вут хыптарнă. Наçтук хăй те Петьăна пĕрре курсах килĕштернĕ.
Кун хыççăн çамрăксем тăтăшах пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма пуçланă. Çав çулах, июнь уйăхĕнче, пĕр-пĕрне юратакан каччăпа хĕр чаплă туй кĕрлеттерсе пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Наçтук Патирек колхозĕнче те уй-хир бригадинчех вăй хунă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕскер, бригадир хушнине яланах тĕплĕн тунă. Хĕлĕн-çăвăн хĕрÿ ĕçре çаврăннă А.Севрюгина.
Кил хуçи счетовод –кассиртах тăрăшнă. Яваплă ĕçе çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă Петр Петрович.
Виçĕ çултан çамрăк çемье çĕнĕ çурт туса лартма та вăй çитернĕ. Çулсем иртнĕ май пÿрт тăватă ывăлпа пĕр хĕр сассипе тулнă.
– Мăшăрăмăн амăшĕ– Екатерина – питĕ ăшă кăмăллă çынччĕ,– аса илет Анастасия Никифоровна. – Ача çуратнă хыççăн килте ик-виçĕ уйăхран ытла ларман. Ачасене тĕрĕс-тĕкел те сывлăхлă ÿстерсе çитĕнтернинче пăянамăн тÿпи те пысăк. Ун пирки яланах ырăпа аса илетĕп.
А.Севрюгина пенсие тухсан та колхозрах вăй хунă. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.
Палтиелпе Патирек колхозĕсене 70-мĕш çулсенче пĕрлештерсен пысăк хуçалăхра Петр Петровича профком председателĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак ĕçре те пултарулăхпа палăрса тăнă вăл. Пĕрлех ка&¸хи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Профком ертÿçинче 8 çул ĕçленĕ хыççăн, Палтиелпе Патирекре каллех уйрăм колхозсем туса хурсан, П.Севрюгин каллех тăван хуçалăх правленийĕнчех, пенсие тухичченех шут ĕçĕнчех тăрăшнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн панă медаль çумне «Ĕç ветеранĕ» медаль те хутшăннă.
Ачасем, мăнуксем, вĕсен ачисем
Севрюгинсен тăватă ывăлĕ те салтака юрăхлă ÿссе çитĕннĕ, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Валерий, Вадим тата Радик Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи уйрăмне пĕтернĕ. Игорь Раççей шалти ĕçсен министерствин институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Валерий предприниматель ĕçĕнче тăрăшать. Тĕп килте пурăнакан Радик – фермер. Вадим чылай çул ĕнтĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче тĕп специалист пулса вăй хурать. Игорь шалти ĕçсен органĕсенче 25 çул службăра тăрса пенсие тухнă. Софья, педагог ĕçĕнче 33 çул вăй хунă хыççăн тивĕçлĕ канăва кайнă. Вĕсем пурте – çемьеллĕ, ача-пăчаллă, сумлă çынсем.
Хисеплĕ ветерансене 14 мăнук тата мăнуксен 9 ачи илем кÿрсе тăрать.
Петр Петровичпа Анастасия Никифоровна тĕп килте Радикăн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Çемье яланах йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Ывăлĕпе Наташа кинне ветерансем май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Килти хуçалăхра хурт-хăмăр çемйисем те пур.
– Эпир хамăра питĕ телейлĕ туятпăр, – терĕç ялти сумлă ветерансем. – Пирĕн йăх малалла та ÿссе-çирĕпленсе пытăр. Районти пенсионерсене пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ватлăх сунатпăр.
И.МЕДВЕДЕВ.