Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиецсене ăнăçу сунатпăр!

22 января 2014 г.

Олимпиецсене ăнăçу сунатпăр!

Тĕнчери тăнăçлăха çирĕп-летес, çынсен туслăхне вăйлатас, çĕр-шыври халăхсене пĕрлештерес тĕллевпе иртекен Олимп эстафети çак вăйăсем çуралнă Грецире старт илет. Пирĕн çĕр-шывра Олимп çулăмĕ 2013 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ лапамран çула тухнă. Раççейри чылай хула-ял витĕр иртсе февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл Сочири тĕп аренăра пулать. 2013 çулхи декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Олимп çулăмĕ Шупашкарта пулнă. Хулан тĕп урамĕсемпе ăна 163 çын ылмашăнса йăтнă.

Хĕллехи Олимп вăййисем хăйĕн историйĕн пуçламăшне 1924 çулта Францири Шамони хулинче илеççĕ. Ун чухне вăл хĕллехи спорт вăййисен эрнелĕхĕ пулнă. Программăна пурĕ 7спорт тĕсĕ кĕнĕ.

СССР атлечĕсем вăйăсене пуçласа 1956 çулта Италири Кортина-д Ампеццо (Альпы тăвĕсем) хулинче хутшăнаççĕ. Пирĕн олимпиецсем тÿрех лайăх результатсем кăтартаççĕ, сахал мар медаль çĕнсе илеççĕ. Любовь Козырева-Баранова йĕлтĕрçĕ совет тапхăрĕнчи пĕрремĕш Олимп чемпионки пулса тăрать.

Çакăн хыççăн Совет Союзĕн спортсменĕсем тăтăшах хĕллехи олимпиадăсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Аса илер-ха хăш-пĕр хĕллехи спорт легендисене. Вĕсем: Лидия Скобликова, Евгений Гришин, Наталья Петрусева (конькипе чупасси); Вячелав Веденин, Николай Зимятов, Раиса Сметанина, Галина Кулакова (йĕлтĕр спорчĕ); Александр Тихонов, Виктор Маматов, Николай Круглов, Анатолий Алябьев (биатлон); Ирина Роднина – Александр Зайцев, Людмила Пахомова &‐ Александр Горшков, Елена Валова – Олег Васильев (фигурăлла майпа ярăнасси); Вера Зозуля (çуна спорчĕ)... Сăмах май совет тапхăрĕнче пирĕн команда 78 ылтăн, 57 кĕмĕл, 59 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Ку вăл питĕ лайăх кăтарту.

Уйрăмах манăн хоккей вăййи çинче чарăнса тăрас килет. Ахальтен мар вăл балетпа тата космонавтикăпа юнашар совет обществин мăнаçланăвĕ пулнă. СССР тата СНГ тапхăрĕнче (1956-1992 çулсем) пирĕн пăр дружини пĕр Олимпиадăран та медальсĕр таврăнман. Акă çак хронологи: 1956 – Кортина-д Ампеццо – ылтăн; 1960 – Сквовэлли (США) – пăхăр; 1964 – Инсбурк (Австри) – ылтăн; 1968 – Гренобль (Франци) – ылтăн; 1972 – Саппоро (Япони) – ылтăн; 1976 – Инсбурк – ылтăн; 1980 – Лейк-Плэсид (США) – кĕмĕл; 1984 – Сараево (Югослави) – ылтăн; 1988 – Калгари (Канада) – ылтăн; 1992 – Альбервиль (Франци) – ылтăн. Раççей тапхăрĕнчи результатсем япăхрах.

2013 çулхи апрель уйăхĕнче манăн Мускаври «Волгоград» кинотеатрта Николай Лебедев режиссер ÿкернĕ «Легенда "17» фильмăн премьеринче пулса курма май килчĕ. Унăн тĕп геройĕ – тĕнчипе паллă хоккеист Валерий Харламов (Данила Козловский актер вылять). Иккĕмĕш планри çын – Анатолий Тарасов (Олег Меньшиков) паллă тренер. Çак фильмра малти вырăнта, паллах, хоккей тăрать. Иккĕмĕш вырăнта – çыннăн психологийĕ,спортсменсем хушшинчи лару-тăру, йывăр вăхăтра хоккеист хăйне хăй çĕнтерсе пысăк çитĕнÿ тума пултарни. Фильм хыççăн Раççей хоккей федерацийĕн президенчĕ, 3 хут Олимп чемпионĕ Владислав Третьяк хăйĕн ăшă сăмахĕ-сене каларĕ: «Питĕ килĕшрĕ. Куçсем те шывланчĕç. Çак фильм хыççăн çамрăксене хамăр мĕнле выляни çинчен каласа кăтартма, тин хоккей çулĕ çине тăнă командăсене çĕнтерÿсем патне мĕнле пымалли çинчен ăнлантарса пама пултаратăп».

Кăштах кăна юлчĕ Сочири XXII хĕллехи Олимпиада уçăличчен. Питĕ илемлĕ спорт аренисем кĕтеççĕ олимпиецсене. Медальсемшĕн питĕ çивĕч кĕрешÿ пулать. Шанса тăратпăр: пирĕн атлетсем лайăх результатсемпе савăнтарĕç, çĕр-шыв чысне çÿллĕ шайра тытĕç. Олимп талисманĕсем леопард, шурă упа тата мулкач та пире ăнăçу кÿрессе ĕненес килет. Ăнăçу сунатпăр пирĕн хисеплĕ олимпиецсене!

А.ВОЛКОВ, историк, спорт тусĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика