Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Чăваш Ен Журналисчĕсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем саламланă. Çавăн пекех уяв ячĕпе ăшă саламсем РФ Журналистсен союзĕн председателĕнчен В.Богдановран, РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕнчен А.Волинран тата ытти паллă çынсенчен килнĕ.
ЧР Информаци политикин министрĕ В.Андреева 2013 çулта хаçат-журнал, радио, телевидени редакцийĕсем тухăçлă ĕçленине палăртнă. Редакцисемпе журналистсем тĕрлĕ наградăсене тивĕçнине палăртса хăварнă. «Советская Чувашия» хаçат, «Грани» издательство çурчĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви Раççей шайĕнчи грантсене тивĕçнĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсен республика конкурсĕнче 41 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ра&¸çейĕн «Прессăн ылтăн фондне» Чăваш Енри 10 хаçат кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательстви çĕр-шыври чи лайăх пилĕк издательство шутне кĕрет. Иртнĕ çул кунта 112 ятпа 324 пин экземпляр кĕнеке кăларнă.
– Эсир – вулакансен, куракансен, итлекенсен кăмăл-туйăмĕ, ăс-хакăлĕ çине витĕм кÿме пултаракан çынсем. Эсир пурнăçри çитменлĕхсене, йăнăшсене, ăçта мĕн туса çитерейменнине курса тăратăр, тишкерсе йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре кăтартатăр, – тенĕ министр.
М.Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене умри тивĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пынăшăн, чăн-чăн гражданин позицийĕнче тăнăшăн, патриот пулса сывă пурнăç йĕркине сарма хутшăннăшăн тав тунă. Чи пултаруллисене тĕрлĕ наградăсем, премисемпе хисеплĕ ятсем парса хавхалантарнă.
Уява пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кунĕ.
Хамăр корр.