Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хула тăшмана парăнман

29 января 2014 г.

900 куна яхăн тăсăлнă чăтма çук йывăрлăх. Тăшман ункине 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче кăна татма май килнĕ. Çакăн хыççăн çĕр-шывра пĕрремĕш хут салют панă.

Ленинграда хÿтĕленĕ, блокадăна сирнĕ çĕре чăваш салтакĕсем те сахал мар хутшăннă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те йышлă. Вĕсенчен пĕри – Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕ РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ М.Денисов паллă юрăç. Балти флочĕн морякĕ пулнă вăл.

Кунта тепĕр ентешĕн – В.Корчагинăн аса илĕвне илсе кăтартни те вырăнлă пулĕ: «Кам Ленинград блокадинче пулман – вăл çухатупа хурлăх, йывăрлăх çинчен пĕлмест. Çакна эпĕ хам тÿссе ирттернĕ – нихăçан та манас çук».

Çыхăнуçă, снайпер пулнă ентеш, разведкăна та çÿренĕ. Çакă та тĕлĕнтерет: куллен 125 грамм çăкăр (вăл та пулин таса çăнăхран пĕçерни мар) илнĕ салтаксем фашистсене хирĕç мĕнле кĕрешнĕ-ши; Выçлăх çĕнтерÿрен хаклăрах пулнă пулĕ çав, çакă та çĕнтерме пулăшнă.

Блокадăран ирĕке кăларнă Ленинград çыннисене пирĕн районта пурăнакансем те сахал мар апат-çимĕç, тум-тир ярса панă – ялсенче пурăнакансем мĕн пуррине инкек серепинчен хăтăлнă çынсемпе пайланă.

1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинградра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 324 тупă 24 хутчен пĕрремĕш хут салют панă.

М.БЕЛКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика