Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăмăрсен «чĕлхипе» калаçсан

29 января 2014 г.

Пĕлтĕр, июлĕн 18-мĕшĕнче,16 сехет иртсен Шăмăршăри Д.Т. хăйĕн юлташĕпе пĕрле Шамккайри кÿлĕ çумĕнче канса ларнă. Çамрăксем хăйсемпе пĕрле алкоголь шĕвекĕсем тата «çырткаламалли» те илсе кайнă пулнă.

Çав вăхăтра Кивĕ Чукалти А.Ч. Çĕнĕ Чукал хĕрĕпе пĕрле Шамккайри никам пурăнман кил çумĕнчи садра панулми пуçтарнă. Вĕсем патне çÿлерех асăннă Д.Т., хĕрĕнкĕскер, çăмăл автомашинăпа (руль умĕнче урăх çын ларнă) пырса çитнĕ. Шăмăршă çамрăкĕ А. хĕрĕпе калаçма пуçланă. Çавна май çамрăксем хушшинче хирĕçÿ пуçланнă. Харкашу вăхăтĕнче Д.Т. А.Ч. питĕнчен çупса янă.

Ку, паллах, Кивĕ Чукал йĕкĕтне килĕшмен. Вăл «Жигулипе» яла кайса А.С. килне кĕнĕ, ăна Шăмăршă йĕкĕчĕ пĕр сăлтавсăрах çупса яни пирки пĕлтернĕ, унпа калаçса пăхма сĕннĕ. Лешĕ килĕ- шнĕ. Вĕсем «Жигули» салонне кĕрсе ларнă та, Дмитрий хăйĕн юлташĕпе пĕрле Шамккай кÿлли хĕрринче ларнине пĕлнĕ май, унталла вĕçтернĕ.

– Вырăна çитсенех тепĕр çамрăкпа пĕрле эрех ĕçсе ларакан Д.Т. патне пытăм та ăна айккине чĕнсе илсе юлташăма мĕн сăлтавпа çупса янине ăнлантарса пама ыйтрăм,– тенĕ следстви допросĕнче А.С. – Вăл, хĕрĕнкĕскер, манпа, урă çынпа, тÿрех сассине хăпартса калаçма тытăнчĕ. Çавăнпа та эпĕ чăтса тăраймарăм – Шăмăршă çамрăкне виçĕ хутчен чăмăрпа çапрăм. Кун хыççăн вăл айккинелле тарса кайрĕ. Эпĕ ăна хыçран хăваламарăм, автомашинăна ларса яла таврăнтăм.

Д.Т больницăна лекмеллех кĕрĕслеттернĕ Кивĕ Чукал çамрăкĕ.

Нумаях пулмасть суд ларăвĕ иртрĕ. РФ УКĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çын сывлăхне пысăк сиен кÿнĕшĕн А.С.-а условлă майпа 3 çуллăха ирĕкрен хăтарма, 2 çуллăха тĕрĕслев вăхăчĕ пама йышăннă.

Çапла çав, хăвна ху тытса чарайманни, алăсене ирĕке яни хака ларать. Чăмăрсен «чĕлхипе» калаçни суд сакки çине ларасси патне илсе пырать. Çакна çамрăксен тата ыттисен яланах асра тытмаллах.

Р.Хамдеев,полицин районти уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика