Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклах татăлнă ĕмĕт

29 января 2014 г.

1898 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çуралнă вăл. Тăван тăрăхĕ – Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕ. Ачалăх çулĕ-сем шăпах çакăнта иртнĕ унăн.

Вăл вăхăтра вĕренме çăмăл пулман пулин те, чылайăшĕ пĕлÿ еннелле ăнтăлнă – унсăрăн пурнăç тума май çуккине лайăх чухланă. Иван та, 1912 çулта Юманайри пуçламăш шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан, Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкула кайса кĕнĕ, ăна Мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Çакăн хыççăн вăл, ашшĕ-амăшĕ çине тăнипе, Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕренме тытăннă.

Çамрăклах сăвăсем çырма тытăннă И.Ахах. Çамрăк поэт Октябрьти Аслă раволюцие те пысăк хавхаланупа кĕтсе илнĕ, литературăра тата ытларах çине тăрса ĕçлеме пикеннĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ йĕкĕт тĕн семинарийĕн юлашки курсĕнчен педагогика институтне куçнă. 1918 çулта çамрăк писатель Хусанта тухса тăнă «Канаш» хаçатра ĕçлеме тытăннă: малтанласа экспедитор пулнă, каярахпа – литература сотрудникĕ. Хаçатра ĕçленĕ тапхăр та И.Ахах пултарулăхĕнче тарăн йĕр хăварнă, унăн ăсталăхĕ ÿссех пынă.

Граждан вăрçине те хутшăнма тивнĕ Иван Евграфовичăн, тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă, Хĕвел тухăç фрончĕн пиллĕ-кмĕш армийĕ кăларса тăракан «Чухăнсен сасси» чăвашла хаçатăн яваплă секретарĕ пулнă.

Иван Ахах (Ундрицов) чăваш литературинче, поэт пулнипе пĕрлех, калавçă, очерк ăсти, литературовед тата критик пек паллă.

Хăй пурăннă чух çыравçăн хайлавĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе тухайман, 1972 çулта çеç вăл çырнисене «Атьăр социализмшăн çапăçма!» ятпа вулакансем патне çитернĕ.

Иван Ахах 1920 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче тăван ялĕнче вăхăтсăр вилнĕ, унăн çутă ĕмĕчĕсем çамрăклах татăлнă.

УЛА ТИМĔР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика