Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ шыва – тивĕçлĕ хăнăхупа

16 января 2013 г.

ÇИТЕС шăмат кун, январĕн 19-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Иордан юхан шывĕнче Иоанн пророк Иисус Христоса шыва кĕртнĕ куна уявлаççĕ. Çак кун тĕлне чиркÿре шыва кĕл туса тасатаççĕ. Сăваплă шыва ĕçсе çынсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, ăна сапса кил-çурта усал сывлăшран сиреççĕ.

Кăшарни кунĕнче, хĕл сиввине пăхмасăр, хăш-пĕрисем юхан шыври вакăра шыва та кĕреççĕ. Кун валли, Хĕреслĕ çул туса, Кăшарни праçникĕ тĕлне вакăсем касаççĕ (Иисус Христос Иорданра шыва кĕнине таса символ вырăнне хурса).

Вакăра шыва кĕни сывлăха çирĕплетме пулăшнине чылайăшĕ ĕненет. Пĕр енчен илсен ку тĕрĕс те. Пăрлă шыва кĕнĕ вăхăтра ÿт-пÿри юн тымарĕсем пĕрĕннĕ май, юн чĕре тата пуç мими патнелле талпăнать. Çапла майпа çак органсем лайăхрах ĕçлеме пуçлаççĕ. Анчах та ÿт-пĕве кирлĕ пек пиçĕхтермесĕр, ятарлă хатĕрленÿсĕр вакăра шыва кĕни сывлăха сиен кÿрес хăрушлăх та кăларса тăратать. Юн тымарĕсем пĕрĕнни шăнăр туртса хутлатма, ÿпкене шыçтарма, чĕрене сиенлеме пултарать. Çавна май чĕре тата сывлав органĕсен (бронхо-легочные) чирĕсем пулсан, вакăра шыва кĕме юрамасть.

Енчен те эсир сывлăх енĕпе çирĕп пулсан та, вакăра шыва кĕрес умĕн алкоголь шĕвекĕсем ĕçме юраманни пирки те асра тытмалла. Алкоголь шĕвекĕ ÿт хăвăрт сивĕнесси патне илсе пырать, чĕрене йывăрлăх кÿрет. Сивве хирĕçле чăтăмлăха ÿстерес тесен шыва кĕрес умĕн, пĕр сехет çурă е икĕ сехет маларах пĕр апат кашăкĕ пулă çăвне тата çиелтен тăвар сапнă хура çăкăр е лимон татăкне çини питĕ усăллă.

Шыва кĕмелли правилăсене те манма юрамасть. Тÿрех шăнса каяс мар тесе, малтан çиелти тумтирĕре, темиçе минутран пушмака хывмалла, пилĕк таран салтăнмалла... Кун хыççăн кăна шыва кĕмелле. Вакка кĕрес умĕн ÿт-пĕве çуллă кремпа е çупа (оливковое) сăтăрмалла. Шывра 1-2 минутран ытла пулмалла мар. Вакăран тухсан ал шăллипе (махровое) шăлăнмалла та ăшă çĕре кĕмелле (сăмахран, автомашина салонне). Унта вара пĕр черкке коньяк е ăшăтнă хĕрлĕ эрех ("Кагор" пулсан лайăхрах) ĕçме те юрать.

Аса илтеретпĕр: енчен те çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пулсан, юн пусăмĕ виçерен пысăкрах тăрсан, пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлсан, тытса пăрахсан, шăнăр туртса хутлатас хăрушлăх пулсан, щит евĕрлĕ парсен, пÿре, пырпа ÿпке системин проблемисем, инфекци чирĕсем палăрсан вакăра шыва кĕме юрамасть!

Çак статьяна вуласа тухнă хыççăн çÿлерех асăннă чир паллисемлĕ çынсем вакăра шыва кĕрессинчен пăрăнасса шанас килет. Çирĕп сывлăхлă çынсем те хăйсен ÿт-пĕвне кирлĕ пек пиçĕхтернĕ, асăннă йĕркесене пурнăçланă хыççăн кăна сивĕ шыва кĕмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика