Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă ĕç тăвать, чăх-чĕп усрать

16 января 2013 г.

ПУРНĂÇ кустăрми çаврăнать те çаврăнать... Çул хыççăн çул хыçа хăварса хăй 90 çула çитнине сисмерĕ те Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Ольга Филипповна Кириллова. Хăй ĕмĕрĕнче нумай хура-шур курнă хĕрарăм паян айванланса лармасть, алă ĕç тăвать, чăх-чĕп усрать, пахча çимĕç ÿстерет.

Мăшăрĕпе, Алексей Григорьевичпа иккĕш 6 хĕр çуратса ÿстернĕ, анчах мăшăрĕ, вăрçă ветеранĕ, чире пула пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ, унтанпа Улька аппа пĕчченех пурăнать. Ачисем пурте çемье çавăрса тăван килтен саланса пĕтнĕ.

Эпир Улька аппана 90 çул тултарнă ятпа саламлама килсен унăн хĕрĕ Галина, ун патĕнче хăнараччĕ. Амăшĕпе хĕрĕ пире тарават кĕтсе илчĕç, техĕмлĕ чейпе сăйларĕç.

90 çулхи кинемее ял поселенийĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин саламларĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн Грамотипе, хаклă парнепе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Ял администрацийĕн специалисчĕсем ĕç ветеранĕн пурнăçĕпе кăсăкланчĕç, культура ĕçченĕсем Улька аппана юрăпа савăнтарчĕç.

Çакăншăн Улька аппа чунтанах хĕпĕртерĕ, унăн пурнăç çулне, ĕçĕ-хĕлне сумланăшăн пуçлăхсене чунтанах тав турĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика