16 января 2013 г.
ХАÇАТ редакцийĕнче вăй хуракансем çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăнура тăраççĕ. Унсăр ниепле те май çук. Ара, юратнă район хаçатне "Шăмăршă хыпарне" çырăнтарас тесе сахал мар тăрăшаççĕ-çке почтальонсем.
Район хыпарĕсене туллин те пур енлĕн çутатса пыракан хаçата çырăнса илекенсем те чăннипех телейлĕ çынсем. Пирĕн кăларăма вун-вун çул пĕр сиктермесĕр çырăнакансем те нумаййăн. Вĕсем пирĕн чăн-чăн туссем.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта "Шăмăршă хыпарĕ" пурĕ 2000 экземплярпа тухать. Çак кăтарту, паллах, начар мар. Анчах çырăнакансен шучĕ татах та ÿссен эпир икĕ хут телейлĕрех пулăпăр. Çапла пуласса шанса çутă ĕмĕтсемпе пурăнатпăр.
Район хаçатне вулакансем хушшинче сарас енĕпе (çыхăну уйрăмĕсем тăрăх) Анат Чаткасри Галина Тихонова, Галина Фадеева, Палтиелĕнчи Ракея Махмутова, Александра Фролова, Ольга Цыганова, Татьяна Антонова, Карапай Шăмăршăри Лариса Старшова, Алиса Михайлова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Нина Можаева, Любовь Белякова, Антонина Корчакова, Зоя Соболева, Пуянкассинчи Ираида Чебондаева, Регина Мулендеева, Кивĕ Чукалти Анна Лубошнова, Эльвира Мандрюкова, Чукалти Надежда Лукьянова, Лидия Губанова, Шăмăршăри Антонина Леонтьева, Валентина Мулякова, Галина Кудряшова, Наталья Еремеева, Марина Маркелова почтальонсем тăрăшрĕç. Маттур та ĕçчен çыннăмăрсене эпир чун-чĕререн тав тăватпăр. Малашне те вĕсем хăйсен çырăнтару ĕçĕпе савăнтарасса кĕтсех тăратпăр.
Юлашкинчен кăçалхи ултă уйăхрипе иртнĕ çулхи иккĕмĕш çур çулти çырăнтару кăтартăвĕсене илсе кăтартасшăн. Хăш çыхăну уйрăмĕнче мĕнле ĕçленине хăвăрах хаклама пултаратăр.
Çырăнăр, вулăр "Шăмăршă хыпарне", пĕлĕр район хыпарне.