Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен районти канашлăвĕ

01 февраля 2014 г.

Канашлу ĕçне культура работникĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ С.Демидова, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков хутшăнчĕç.

Культура ĕçченĕсен районти канашлăвне В.Петьков уçрĕ. Владимир Александрович 2013 çулта нумай культура мероприятийĕ иртнине, культработниксем район çыннисен канăвне туллинрех те интереслĕрех йĕркелессишĕн сахал мар ĕçленине палăртрĕ. Пĕрлех ĕçри хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăнчĕ. Ун хыççăн С.Демидова сăмах илчĕ. Светлана Валерьяновна культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, комитет тăрăшуллă та пултаруллă культура ĕçченĕсене тивĕçлипе хаклама тата чыслама тăрăшни пирки каларĕ.

Малалла вара районти организаципе методика центрĕн заведующийĕ А.Петрова культурăпа кану учрежденийĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ (доклада çывăх номерсенчен пĕринче пичетлетпĕр).

Алина Геннадьевна çумне хутшăнса Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова, Виçпÿрт Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекин библиотекарĕ Л.Егорова хăйсем ертсе пыракан учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков сăмах каларĕ, 2014 çулта – Культура çулталăкĕнче пурне те пысăк хавхаланупа, творчество туйăмĕпе ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Культура çулталăкĕ пирĕн районта февралĕн 7-мĕшĕнче уçăлать. Çак кун, 15 сехетре, Шăмăршăра – районти культура аталанăвĕн центрĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан пултаруллă культура ĕçченĕсене Грамотăсемпе чыслаççĕ. Кун хыççăн вара пысăк концерт пулать.

И.Ананьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика