Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш юрри-ташшипе – Олимпиадăна

01 февраля 2014 г.

Хăнасене вара культура программипе «Çавал» фольклор ансамблĕ савăнтарĕ. Вăл февралĕн 14-мĕшĕнче çула тухать. Лилия Прокопьева ертÿçĕ каланă тăрăх – асăннă ушкăн куракана чăваш юрри-ташшипе савăнтарĕ. «Олимпийски» паркра тата «Волонтерсен ялĕнче» концерт кăтартĕ. «Программăра чăваш юрри-ташши çеç,– терĕ вăл. – Ытларах юрă-ташăран пухнă кăшăл. Сăмахран, «Тăвансем патне, ай, килсессĕн», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Юрлăр кăна, юрлăр тееççĕ», «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă». Купăс, балалайкăсăр пуçне шăкăрмапа та усă курăпăр. Кашни артист аллинче кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕ пулĕ. Кунне икшер концерт лартма тивет. Ку тĕлĕшпе халĕ йĕркелÿçĕ-семпе телефонпа çыхăнсах тăратпăр. Улшăнусем тупăнсан вĕсем пире систерĕç».

– Çак чыса тивĕçни савăнтарать, паллах. Халĕ программăпа хĕрсех ĕçлетĕр ĕнтĕ. Сирĕн пултарулăхăра тĕнче шайĕнчи куракан хаклать-çке.

– Тĕрĕсех. Çавăнпах савăннинчен ытларах хумханатпăр. Пĕтĕм тĕнче умĕнче республика чысне хÿтĕлеме тивет. Пите хĕретес мар, чăваш ятне ярас мар тесе тăрăшатпăр. Ара, Олимпиадăна 140 ытла çĕр-шывран пуçтарăнасси çинчен пĕлтерчĕç пире. Савăнăç туйăмĕ концерт хыççăн, куракан алă çупса саламланă чухне çеç «пиçсе çитĕ». Халь лĕхе чунра хумхану-пăлхану хуçаланать. Пушă вăхăт тупăнсан ăмăртусене кайса курма ĕмĕтленетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика