Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусенче «Единоруссем» палăрнă

01 февраля 2014 г.

Ăмăртусен малтанхи кунĕнче ветерансем тупăшнă. Пирĕн районти ветеран-йĕлтĕрçĕсенчен Кивĕ Чукалти Петр Ильдяковпа Шăмăршăри Вячеслав Дмитриев хăйсен ушкăнĕнчи ăмăртусенче палăрнă.

Вырсарни кун вара йĕлтĕр йĕрĕ çине çемье командисем тăнă. Ку ăмăртусене пирĕн районтан Шăмăршăри Антоновсен тата Карапай Шăмăршăри Ермолаевсен çемйисем хутшăннă. Калас пулать, çак икĕ çемье членĕсем те «Единая Россия» парти ретĕнче тăраççĕ. Çивĕч кĕрешÿре Антоновсен çемйи – Вячеславпа Светлана мăшăрĕ тата вĕсен 13 çулхи Евгений ывăлĕ çак номинацири 15 çемье команди хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсене 3 степень Диплом тата «Единая Россия» партин хаклă парнипе чысланă.

Ермолаевсен çемйи вара – кунта Юрий Федоровичпа унăн ывăлĕпе хĕрĕ–Дениспа Даша 18 командăран тăваттăмĕш пулнă.

П.ФОМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика