Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт, сывлăх, культура…

05 февраля 2014 г.

Ăмăртăва 9 ял тăрăхĕ те хутшăннă, йĕлтĕр йĕрĕ çине ватти те, вĕтти те тăнă. Çав вăхăтрах уйрăм ял тăрăхĕсенче, организацисемпе учрежденисенче çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хакласах кайман, физкультурăпа спорта халăх хушшинче анлăн пропагандăлассишĕн çителĕксĕр тăрăшаççĕ. В.П.Фадеев йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне çÿллĕ шайра ирттереймен ертÿçĕсене ятран асăнса критиклерĕ, хĕллехи спорта пур çĕрте те аталантармаллине палăртрĕ.

Паллă ĕнтĕ, Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çула çĕр-шывра Культура çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май февралĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршăра чаплă лару-тăрура Культура çулталăкне уçаççĕ. Мероприяти районти Культурăпа кану центрĕнче иртет, пысăк концертпа вĕçленет.

Канашлура Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ И.А.Смирнова чир-чĕре маларах тупса палăртма май паракан мероприятисемпе паллаштарчĕ. Уйрăммăн илсен, çитĕннĕ çынсене диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси пирки сăмах пычĕ. 2014 çулта районта 3245 çын сывлăхне тÿлевсĕр тĕплĕн тĕрĕслемелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ диспансеризаци пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине, ăна йĕркеллĕ ирттерессишĕн медицина учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тÿрремĕнех яваплă пулнине палăртрĕ.

Канашлура район пурнăçĕнчи ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç, вĕсене татса памалли майсене кăтартрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика