Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнартан – çĕнтерÿпе

05 февраля 2014 г.

Кире спортĕнче ăмăртса 17 хутчен тĕнче чемпионĕн, 11 хутчен Европа, 23 хутчен Раççей чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕскер, 7 хут тĕнче рекордсменĕ пулнăскер, Владимир Петрович тĕрлĕ шайри ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Акă вăл нумаях пулмасть хăйĕн кăçалхи спорт сезонне уçса, хамăр республикăри Вăрнарта пулнă, унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю.Поповăн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă кире спорчĕн III уçă турнирĕнче вăй виçнĕ. Унта хамăр республикăсăр пуçне, Марий Эл, Тутарстан, Ульяновск облаçĕн тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменĕсем те тупăшнă.

Яланхи пекех, турнирта В.Шуряков чаплă çĕнтерÿ тунă. Хăйĕн ÿсĕмĕнчи спорт ветеранĕ-сем хушшинче икĕ енлĕ кĕрешсе, 164 очко пухса вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех абсолютлă виçе категорийĕнче те пирĕн ентешĕмĕр пуринчен те вăйлăрах пулнă.

Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов пирĕн ентешĕмĕре Кубок, ылтăн медаль тата хаклă парне парса чысланă.

Çак турниртах Владимир Петровичăн воспитанникĕ, Шăмăршăри Константин Кусаинов та ăмăртнă. Вăл 40 çулти тата аслăрах ÿсĕмри спортсменсем хушшинче – пĕрремĕш, абсолютлă виçе категорийĕн- че виççĕмĕш вырăна тухнă, Кубокпа ылтăн медале тивĕçнĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика