(Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ май)
КУН пирки Совет Союзĕ пулнă вăхăтра нимĕн те каламан – ахăртнех, вăрттăнлăх пулнă пулĕ. Бадабер лагерĕнче 1985 çулта иртнĕ восстани пирки юлашки çулсенче çеç пĕлме пуçларăмăр. Асăннă лагерьте Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçлакан тыткăна лекнĕ пирĕн салтаксем асапланнă. Хăшĕсене çак тамăкран çăлăнса тухма шăпа пÿрнĕ...
Сăмаха малалла тăсиччен хăш-пĕр пулăмсене илсе кăтартар-ха.
1985 çулхи çуркунне Бадабера тыткăна лекнĕ совет салтакĕсен вунă çынлă ушкăнне илсе килнĕ. Вĕсен шутĕнче – Михаил Варварян тата Носиржон Рустамов. Вĕсем – восстанире сывă юлнисем.
Март уйăхĕнче боевиксем лагере вăрçă хатĕрĕсем нумай кÿрсе килнĕ, тĕрмепе юнашар хĕç-пăшал склачĕ туса лартнă.
Лагерь-тĕрме пурнăçĕ – çăтмах мар, унтан çăмăллăнах хăтăлса тухаймăн. Кун пек чухне, тен, пуçа çавăрттарни те кирлĕ. Шăпах çапла тунă Николай Шевченко украинец: тыткăнрисемпе моджахедсемпе футболла выляма калаçса татăлнă. Çакă лагере сыхлакансен йышне пĕлмелли пĕртен пĕр меслет пулнă. «Вилĕм матчне» совет салтакĕсем 7:2 шутпа выляса илнĕ.
Апрель вĕçĕнче, моджахедсем пĕр совет салтакне тискеррĕн асаплантарнă хыççăн, лагерьте «хĕлхем» хыпса илнĕ – восстани пуçланнă. 1985 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче пулнă ку.
Майлă самант тупса Шевченко лагерь хуралçисенчен пĕрне çапса анратса унăн автоматне туртса илнĕ. Çакăн хыççăн тыткăнри совет салтакĕсем çар хатĕрĕсен складне уçса унти хĕç-пăшала лагерь тĕрмин тăррине йăтма пуçланă.
Хĕрÿ çапăçу пуçланнă. Анчах вăйсем тан мар. Рустамов çирĕплетнĕ тăрăх, вун тăватă сехет тĕлне лагере душмансен çар командирĕ Раббани килсе çитнĕ, хирĕç тăракансене парăнма хистенĕ, Совет союзĕн посолĕпе Хĕрлĕ Хĕрес çыннисене чĕнсе илме шантарнă. Моджахедсем вара, çакна пăхмасăрах, лагере штурмлама пуçланă. Раббани те хăйĕн сăмахне тытман – каçхине çичĕ сехетре вăл хушнипе тупă илсе килнĕ. Çакна курсан Шевченко çар складне граната пăрахса сирпĕтнĕ.
Кунта çакна та каласа хăвармалла: лагере штурмлама Пакистан Сывлăш çар вăйĕсен вертолечĕсем те хутшăннă. Çар склачĕ сирпĕннине пула вун икĕ совет салтакĕ, Афганистанăн хĕрĕхе яхăн салтакĕпе офицерĕ, 120 ытла пăлхавçă вилнĕ.
Норсижон Рустамов душмансен тыткăнĕнчен 1992 çулта çеç ирĕке тухма пултарнă. Çакă Жириновскийпе Хасбулатов Исламабада килсе çитнипе çыхăннă теççĕ.
Бадабер лагерĕнче восстание хутшăннисенчен çаксем паллă: И.Н.Васьков рядовой (Кострома облаçĕнчен), А.А.Зверкович рядовой (Витебск облаçĕнчен), С.В.Коршенко кĕçĕн сержант (Крым облаçĕнчен), Н.И.Дудкин ефрейтор (Алтай крайĕнчен), В.В.Духовченко çар служащийĕ (Запорожье) тата С.Н.Левгишин рядовой (Самар облаçĕ).
«Труд» хаçатран кĕскетсе куçарнă.