Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей команди – виççĕмĕш

19 февраля 2014 г.

XXII Олимпиада пуçланнăранпа 11 кун иртрĕ. Нидерланд, Германи, Норвеги командисем пуринчен вăйлăрах.

 Раççей спортсменĕсем те вĕсенчен юласшăн мар. Акă пирĕннисем, Олимп вăййисенче нихăçан та ку енĕпе палăрманскерсем, скелетон турнирĕнче мала тухса тĕлĕнтерчĕç. Пĕрремĕш наградăна – «бронзăна» – Елена Никитина çĕнсе илчĕ. Тепĕр кунах 29-ти Александр Третьяков арçынсен тупăшăвĕнче çĕнтерсе эпир те ыттисенчен кая маррине çирĕплетрĕ.

Шăмат кун конькипе чупакансем пухмача икĕ медальпе пуянлатрĕç. Тÿрех икĕ спортсмен шорт-трек енĕпе ăмăртса (1000 метрлă дистанцире) пьедесталăн пирвайхи картлашкисем çине хăпарчĕç. Акă вĕсем Олимп паттăрĕсем: Виктор Ан (1500 метрлă чупура вăл «бронза» çĕнсе илнĕ) тата Владимир Григорьев.

Вырсарни кун пирĕн арçын йĕлтĕрçĕсем эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Дмитрий Япаров, Александр Бессмертный, Александр Легков, Максим Вылегжанин призерсен йышне кĕрессишĕн тăрăшрĕç. Юлашки хут арçынсем эстафетăра 1988 çулта палăрнă.

Ĕнерхи 16 сехет тĕлне Раççей команди 3-мĕш вырăнта, медальсен йышĕпе вара эпир пĕрремĕш. Ăмăртусем малалла пыраççĕ. Акă керлингçăсемпе хоккейçăсем пур йывăрлăха пăхмасăр финала тухассишĕн ăмăртаççĕ. Биатлонçăсемпе фигуристсене шанатпăр, бобслейçăсенчен те наградăсем кĕтетпĕр.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика