Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта сĕтĕрет сана, ачам, Интернет?

19 февраля 2014 г.

Паян Интернет пирĕн пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Пĕтĕм тĕнчери сеть (чăвашла – серепе) пурне те «тыткăна илчĕ»: ватти те, вĕтти те халĕ компьютер умĕнче ларать. Район администрацийĕнче иртнĕ пĕр канашлура каланă тăрăх, паян районта пурăнакансен 75 проценчĕн килте компьютер пур, ытларахăшĕ Интернетпа çыхăнать. Нетбук, планшет, ноутбук вун-вун çемьере пур.

 Çакна пĕрре те хирĕçлеймĕн: Интернетăн пурнăçри витĕмĕ çав тери пысăк. Мĕн кăна пĕлместпĕр-ши ун урлă; Яппунсем туй кунĕ шапа ăшаласа çинине те, Африкăри пĕр кÿлĕре çирĕм виçĕ метр тăршшĕ крокодил тытнине те, пĕр эрмен çынни аллă виçĕ хутчен авланса уйрăлнине те...Те тĕрĕс ĕнтĕ хыпарĕ, те суя, Интернет пурне те «çăтать», пурне те чăтать.

Чăнах та, Интернет ăс-тăна пуянлатать, тавра курăма ÿстерет, çĕнĕ туссем тупма та пулăшать. Çак «серепен» çăмăллăхĕпе усă курса çемье çавăрнисем те сахал мар. Мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ тата Интернетра; Çыхăн та, таварне икĕ-виçĕ эрнеренех сан пата çитерĕç. Укçу кăна пултăр.

Усси, чăнах та, нумай. Анчах сиенĕ те тем чухлех. Интернет уйрăмах ачасемпе çул çитмен çамрăксен ăс-тăнне пăтратать.

Интернетра вăл е ку информацие шыранă чух, çамрăксемпе ачасем эротикăлла сăн ÿкерчĕксемпе, çаппа-çара çынсене ÿкернĕ видеопа тĕл пулаççĕ. Курманнин курас килет, тенĕ пек, эротикăпа ачасем кăсăклансах палашаççĕ.

Юрать-ха, çĕр-шывра çак проблемăна вăхăтра ăнланса илчĕç, ачасене эротикăран хÿтĕлекен ятарлă программăсем туса хат- ĕрленĕ. Çак программăпа усă курни шыравран порнографипе çыхăннă япаласене сирсе яма май парать. Ачасем кунĕ-кунĕпе онлайн-вăйăсенче, чатсемпе социаллă «сĕрекере» ларни интернет тыткăнне çакланасси патне илсе пырать. Çак ачасен уçă сывлăшра çÿрес, çут çанталăк илемĕпе киленсе сывлăха тĕреклетес шухăш та çук. Вĕсем алла кĕнеке е хаçат-журнал та тытмаççĕ, спортпа культура мероприятийĕсене те хутшăнмаççĕ. Вĕсен пĕртен-пĕр тусĕ – Интернет.

Тухтăрсем те «чан çапаççĕ»: Интернет ачасемпе çамрăксен куçне вăйсăрлатать иккен. Компьютер умĕнчен хăпма пĕлмен çамрăксен çурăм шăмми те кукăрăлать.

Интернет вĕренÿ çине те тÿн-терле витĕм кÿрет. Ара, мĕншĕн кĕнеке вуламалла, çырмалла, реферат хатĕрлемелле-ха, енчен те Интернетра пурте пур пулсан; Хăшĕ-пĕрисем реферата Интернетран «уçласа» илеççĕ те, вуласа тухмасăрах учителе тыттараççĕ. Кунта вĕрентекенĕн тимлĕхĕ питех те кирлĕ. Ачасене хăйсем тĕллĕн çырма, шухăшлама, тĕпчеме хăнăхтармалла.

«Хăвăрăн ачăрсене Интернет тыткăнĕнчен çăлăр!» – çапла чĕнсе калать Вырăс Православи Чиркĕвĕ малашлăх пирки пăшăрханса.

Паян педагогсемпе педиатрсен те чунĕ лăпкă мар: шкул çулне çитмен ачасем хушшинче дисграфипе дислекси ÿсни, вĕсен психикипе хăйсене хăйсем тыткаласси япăхланни хытă палăрать. Психологсем те пăшăрханаççĕ: компьютер умĕнче нумай ларакан ачасем питĕ хăвăрт тарăхаççĕ, сăлтавсăрах çиленеççĕ, вĕсен агресси туйăмĕ те пысăк.

Чăнах та, компьютерпа ĕçлеме пĕлмен çын паян хуть те мĕнле сферăра та професси тĕлĕшĕнчен ÿсеймест, тĕрлĕ информацие кирлĕ çĕре вăхăтра çитереймест, Интернет май паракан тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураймасть.

Апла пулсан, мĕн тумалла-ха? Специалистсем пĕчĕк ача усă куракан компьютерăн технологи тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пулмаллине палăртаççĕ. Ачасем валли ятарлă компьютер та сутаççĕ. Вăл гигиена ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет, вĕрентÿ тата аталану программисем, флеш-мультиксем, ÿкерчĕксем тума тата музыка çырма вĕрентекен программăсем ачасемшĕн питĕ усăллă.

Специалистсем çавăн пекех пысăк пахалăхлă шĕвĕ кристаллă (жидкокристаллический) монитор суйласа илме сĕнеççĕ. Унăн диагоналĕ 17 дюймран кая мар пулмалла.

Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачи компьютерпа мĕнле вăйăсем вылянипе интересленсех тăмалла, вĕсем агресси, экстремизмпа терроризм тыткăнне çакланасран хытă асăрханмалла.

Интернет пурне те – çитĕннисене те, ачасене те – усă кăна кÿтĕрччĕ. Ачасемпе çамрăксем Интернет пулăшнипе илемлĕхе хăнăхчĕр, тĕнче культурин пуянлăхĕсене курма-пĕлме пултарччĕр.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика