Февралĕн 19-мĕшĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ тата хамăр районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем тĕрлĕ ялти, район центрĕнчи ĕç коллективĕ-сенче пулса халăхпа калаçрĕç, кун йĕркинчи ыйтусене анлăн уçса пачĕç.
Калаçу темисем вара пурне те хумхантараканнисем: Раççейре Культура çулталăкĕ ирттересси пирки В.В.Путин Президент йышăннă Указа пурнăçа кĕртесси; Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономики 2013 çулта мĕнле аталаннине çутатакан малтанхи кăтартусем; Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран вырăнти влаç органĕсем умне тухса тăракан задачăсем; чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, вут-кăвар тухасран асăрханас тĕлĕшпе вăраха ямасăр пурнăçламалли мерăсем çинчен; Раççей Федерацийĕн Пенси системинчи çĕнĕлĕхсем çинчен; 2014 çулхи çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси çинчен.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсен исполнительнăй директорĕ С.А.Николаев Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе, 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн тата районти тĕп больница коллективĕсемпе, «Туслăх» спорт комплексĕ-нче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç, усă калаçу йĕркелерĕç.
Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш Республикин конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин пуçлăхĕ А.Е.Егорова чăн малтан «Коммунальник» ОАО коллективĕпе тĕл пулчĕ. Унпа пĕрле район прокурорĕ С.И.Егоров, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров тата экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова та халăхпа тĕл пулса калаçрĕç, ыйтусем çине туллин хуравларĕç.
Çав кунах çак ушкăн Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, Информаци кунĕн темипе уçă калаçу сехечĕ йĕркелерĕ.
Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Кудряшовпа район администрацийĕн вĕрентÿ- пе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева Шăмăршăри вăтам шкул тата «Юмах» ача сачĕн коллективĕсемпе, район çамрăкĕсен активĕпе тĕл пулчĕç. С.В.Кудряшов творчествăра уйрăмах палăрнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ çамрăксене ĕнентерÿ сертификатне пачĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнчен шалти политика Управленийĕн пай пуçлăхĕ С.В.Мясников, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, организацилле ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Л.Н.Портнова Карапай Шăмăршă ял тăрăхне çитсе вăтам шкулпа психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсемпе тата ял активĕпе тĕл пулчĕç.
Пĕрлештернĕ «Чăвашрессовпроф» профсоюз организацийĕн председателĕн çумĕ В.П.Ильин тата район администрацийĕн тĕп специалисчĕ З.Б.Волкова Шăмăршă районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тата «Росгосстрах-Поволжья» ООО филиалĕн Шăмăршăри уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Информаци ушкăнĕ тĕл пулăва хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.
Инфомаци ушкăнĕсем тĕл пулăва хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
И.МИХАЙЛОВ.