Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир ытарайми илемлĕ вырăнта пурăнатăр…

22 февраля 2014 г.

Эсир ытарайми илемлĕ вырăнта пурăнатăр…

Юн кун республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕн ертÿçипе – Чăваш Республикин конкурент политикин тата тариф енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин пуçлăхĕпе А.Е.Егоровапа тĕл пулсан, пирĕн корресподент ăна темиçе ыйту панă.

– Альбина Егоровна, эпир Сирĕнпе Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пултăмăр, халăхпа уççăн калаçрăмăр. Килĕшрĕ-и Сире пирĕн ен;

– Эсир ытарайми вырăнта пурăнатăр! Кунта эпĕ халĕччен те пулманччĕ, çавăнпа та Шăмăршă районне пысăк хаваспа килтĕм. Сирĕн район çыннисем те килĕшрĕç: халăха уйрăмах хумхантаракан ыйтусене хускатаççĕ, сăпайлă калаçаççĕ.

– Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернине халăх мĕнле йышăнать;

– Ĕç коллективĕсем В.В.Путин Указне ырлани уççăн палăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланă пек, пирĕн çамрăксене пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйсен ăс-хакăлне аталантарма условисем туса памалла.

– Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе халăха паллаштарасси. Информаци кунĕнче çурт- йĕре юсамалли республика программисем мĕнле пурнăçланса пыни çинчен те ыйтрĕç.

– Паллă ĕнтĕ, 2008-2013 çулсенче Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 2982 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çак укçа-тенкĕпе нумай хваттерлĕ 1416 çурта тĕпрен юсанă.

Республикăн 2013-2017 çулсенче граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçармалли программипе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр республика бюджечĕн укçи-тенкипе нумай хваттерлĕ 31 çуртран 299 çынна çĕнĕ 121 хваттере (4,51 пин тăваткал метр) куçарнă.

Çÿлте асăннă программăсем кăçал малалла ĕçлеççĕ.

– Альбина Егоровна, Эсир халăха ăшăпа тата шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тÿлев тарифĕсене йĕркеленĕ çĕрте вăй хуратăр. Çынсем электричество тата газ хакĕсем пысăккишĕн пăшăрханаççĕ.

– Электроэнерги тарифĕсене ФСТ палăртать. Чăваш энергосбыт компанийĕ çынсенчен шăпах çав тарифсене тĕпе хурса тÿлев илет. 2013 çулăн иккĕмĕш çурринче халăха тивĕçтерекен электроэнерги тарифĕсем çакнашкал пулнă: хулара – 2,51 тенкĕ кВт сехет, ялсенче – 1,76 тенкĕ кВт сехет. Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх электричествăшăн хывакан тÿлев виçи тĕлĕшпе республика федерацин Атăлçи округĕнчи 14 субъект хушшинче аялтан виççĕмĕш вырăнта пулнă.

Çут çанталăк газĕн хакĕсене те ФСТ çирĕплетет. РФ Правительстви монополисен тарифĕсем ÿсесрен сыхланас тĕлĕшпе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕклетекен 0,7 коэффициентпа усă курма йышăннă, çавна май газ тата электроэнерги хакĕсем 4,2 процентран ытла мар пысăкланĕç.

– Альбина Егоровна, уçă калаçушăн Сире пысăк тав. Информаци кунĕнче район çыннисем çĕкленĕ ыйтусем çине панă хуравсене хаçатра малашне те пичетлесе пырăпăр.

С.ИВАНОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика