ТĂВАН çĕр-шывăмăра сыхласси – кашнин сăваплă тивĕçĕ. Çук вĕт – хăшĕсем çак яваплăхран пăрăнма хăтланаççĕ. Кун пек тĕслĕх, шел пулин те, Шăмăршă районĕн- че те пур. Патăрьел район сучĕ 23 çулхи В.Шир. ĕçне пăхса тухса тивĕçлĕ приговор йышăннă.
Сăмаха иртнĕ çулсенчен пуçлар-ха.
2008 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Ваççа Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариатне медицина комиссийĕ тухма килсе çитнĕ-ха. Çакăн хыççăн хăйне çара кайма повестка парасран шикленсе-и е салтак атти йывăррине туйса В.Ширшлин çар комиссариачĕн çуртĕнчен тухса шăвăннă.
2012 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче В.Шир., Чăваш Республикин тулашĕнче ĕçлекенскере, амăшĕ урлă унăн тепĕр икĕ кунран çара каймалли пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Çамрăк хальхинче те çар комиссариатне пырас темен.
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче çар комиссариачĕн ĕçченĕ декабрĕн 2-мĕшĕнче комиссариата пымалли пирки В.Шир. килне пырсах, хăйне алă пустарсах повестка парса хăварнă. Салтак тумне тăхăнас çамрăк хальхинче те çара каяссинчен пăрăнса юлнă – палăртнă вăхăтра кирлĕ çĕре пыман.
2013 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинче вăхăтлăх изоляторта «канакан» В.Шир. каллех черетлĕ повестка илнĕ, декабрĕн 20-мĕшĕнче çар комиссариатне çитме алă пуссах шантарнă. Хальхинче те ăна çар комиссариатĕнче кĕтсе илеймен.
Вĕренĕн вĕçĕ те пур. Салтака каяс текен йĕкĕтĕн суд сакки çине ларма тивнĕ. Суд ăна айăплă тесе йышăннă. Пĕр çулталăк служба е 40 пин тенкĕ штраф; Кунта шутласа пăхмалăх пур.
Приговор саккунлă вăя кĕнĕ ĕнтĕ: В.Шир. шăпах çакăн чухлĕ укçа кăларса хума тивет.
С.ЕГОРОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.