Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садик илемшĕн мар, ачасемшĕн пултăр

26 февраля 2014 г.

 "Вĕренỹ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренỹ пулса тăрать. Ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес енĕпе илнĕ тивĕçсене эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пурнăçласа пыратпăр", _ тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Хамăр патăрти ĕç-хĕле илес пулсан, районта 3 çултан аслăрах ачасем пурте, нимĕнле черетсĕрех садике çỹреме пултараççĕ. Шел те, çак ырлăха хаклама пĕлместпĕр çав. Районти ачасен 67,7 проценчĕ çеç шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче воспитани илет. Ялсенче вара çак кăтарту чылай пĕчĕкрех. Çапла вара, патшалăх миллионшар тенкĕ укçа уйăрнипе тунă хулари пек илемлĕ садиксем çурма пушă тăраççĕ, вĕсене хутса ăшăтма тата тытса тăма пин-пин тенкĕ укçа ахалех тăкакланать. Садике çỹремен ача, куллен ача садне çỹрекеннипе танлаштарсан, ăс-хакăл енчен вăйсăртарах аталанни пирки наука çыннисем уççăн калаççĕ, çакна пирĕн районти педагогсем те çирĕплетеççĕ. Питĕ шел, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак чăнлăха ăнланса илесшĕн мар, садиксенче ĕçлекенсем те халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса пымаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тунти кунхи ĕçлĕ планеркăра садик ыйтăвне çивĕч лартрĕ: ача сачĕсем хăçанччен çурма пушă тăрĕç? Валерий Петрович район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхне Н.Г.Игнатьевана ку тĕлĕшпе вăраха тăсмасăр тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ. Планеркăра район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика