12 марта 2014 г.
ХАВАСЛĂ вăйă-кулăпа, чун-чĕрене çĕклекен юрă-ташăпа, урхамахсен пĕккисем çине çакнă кĕмĕл шăнкăрав сассипе ăсатса ячĕç район çыннисем иртнĕ шăмат кун сивĕ хĕле. Шăмăршăри тĕп лапамра "Сывă пул, хĕллеçĕм-хĕлле!" ятлă театр евĕрлĕ представлени пулса иртрĕ. Районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсем уява килнисене пысăк савăнăç парнелерĕç. Уява уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хĕрарăмсемпе хĕрсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, юрату сунчĕ. Кунĕ те ытарма çук илемлĕ пулнăран-и, уява ватти-вĕтти таранах пуçтарăннă. Тĕрлĕрен вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем уява тата та илемлетрĕç. Суту-илỹ ярмăркки ĕçлени те халăх кăмăлне çĕклерĕ. Эрешлесе илемлетнĕ çуна кỹлнĕ, пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă лашасем уяв чапне çĕклерĕç. Ларса ярăнас килет-и? Тархасшăн! Ача-пăчашăн чăннипех те пысăк савăнăç пулчĕ. Килех, ырă Çуркунне! Сивĕ хĕле ăсатса ятăмăр, сана ырă кăмăлпа, пысăк шанăçпа кĕтсе илетпĕр! КУПĂС ИВАНĔ.