Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей спортсменĕсем - пĕрремĕш

26 февраля 2014 г.

 XXII Олимпиада - хĕллехи, хĕрỹллĕ, пирĕн вăйăсем. Иксĕлми савăнăçпа çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç вĕсем кашни çынна. 88 çĕр-шыва пĕрлештерчĕç, вырăссене американсемпе, яппуна африканецпа...туслаштарчĕç. Сочире иртнĕ XXII Олимпиада историе ĕмĕрлĕх çырăнса юлчĕ. Пирĕн спортсменсем 33 медаль çĕнсе илчĕç. Юлашки хут пирĕн çакнашкал çитĕнỹпе 20 çул каялла - 1994 çулта Норвегири Лиллехамерти Олимп вăййисенче - палăрнă. Ку хутĕнче пирĕн пухмачра 13 "ылтăн", 11 "кĕмĕл" тата 9 "бронза". Раççейĕн паттăр та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ ăмăртăвăн пирвайхи кунĕсенче малта пынă Норвеги (26 медаль), Канада (25), АПШ (28) тата Нидерланд (24) командисене кая хăварма пултарчĕç. Шăмат кун Алексей Волков, Евгений Устюгов, Дмитрий Малышко тата Антон Шипулин биатлонçăсем, уйрăм ăмăртусенче палăрайманскерсем, эстафетăра пĕрремĕш тухса 30 çул ытла кĕтнĕ çĕнтерỹпе савăнтарчĕç. Олимп вăййисен юлашки кунĕ арçынсен уявĕпе пĕр кунра килнĕрен савăнтăмăр. Олимпиада пирĕнпе сыв пуллашнине систерсе шурă упа çулăма сỹнтерчĕ, куçĕнчен куççуль тумларĕ. Тĕнчери чи пысăк та чи пĕлтерĕшлĕ ăмăртăвăн вăй-хăватне татах туяссăм, унăн пылаклăхĕпе техĕмлĕхне тутанассăм килет.

А.МИХАЙЛОВ. "Хыпар" хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика